Тĕнче ырă çынсăр пулмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:48 Просмотров: 20

Туратсăр йывăç пек çыншăн тăвансăр пурнăç та йывăртарах.

Малтикас Ялтăра ялĕнчи Ольга Андреева октябрĕн 14-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Çуралсанах унăн куçĕсем начартарах курнă. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Пĕртен-пĕр йăмăкĕ пурччĕ, Красноярскра пурăннă, вăл та темиçе çул каяллах ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Ольга кил-çуртра пĕччен тăрса юлчĕ. Малтан 2-мĕш ушкăн инваличĕччĕ. Çулсем кайнăçемĕн сывлăхĕ хавшарĕ, ăна 1-мĕш ушкăна куçарчĕç.

Паллах, çын пулăшусăр пурăнаймасть. Питĕ ырă, кăмăллă кÿршĕсем пур, ватă çынна чĕререн хисеплеççĕ. Кÿршĕре пурăнакан отставкăри полковник Владимир Игнатьев хастар, пур енĕпе те пулăшма тăрăшать. Шупашкартан тĕрлĕрен апат-çимĕç илсе килет, час-часах килсе тăрать. Ольга уншăн питĕ савăнать. «Хăшпĕрисем тăван ашшĕ-амăшне те вăл мана хисепленĕ пек юратмаççĕ пуль», - тет.

Лида Никандрова кÿршĕ тасалăх енĕпе тăрăшать, пÿрт-çурта тирпейлесе тăрать, апат пĕçерсе çитерет, хăйĕн амăшне пăхнă пек пăхать.

Хирĕç пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Алиса Владимировна пахча-çимĕç лартса анкартине çумкурăкран тасатса парать. Ольга качака усрать, маттур хĕрарăм ăна та пăхать, сĕтне те суса парать. Ольга Андреевăпа манăн калаçма тÿр килчĕ, акă, мĕн каларĕ: «Мана пулăшакансене Турă çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшса пытăр, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ватă çынна хисепленĕшĕн чĕререн тухакан ырă туйăмпа тав тăватăп».

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика