Асăрханăр: самокат!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:50 Просмотров: 289

Çулла çитнĕ май ачасен пушă вăхăт нумай. Самокатпа ярăнакансен йышĕ те ÿсет.

Асилтеретпĕр, самокат çине тăрсан çул-йĕр правилисене çирĕп уямалла. Ашшĕ-амăшĕн ку транспорта туяннă чухне ачан ÿсĕмне тата унăн çÿллĕшне шута илмелле. Самоката мĕнле материалтан тунине те тĕрĕслемелле, тормоз йĕркеллĕ ĕçленине те шута илмелле.

Ÿксе суранланасран ал-урана хÿтĕлемелли хатĕрсем, пуçа шлем тăхăнмалла. Шăпăрлансен çирĕп тĕпĕллĕ, хупă пушмак тăхăнмалла.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене çул-йĕр правилисене вĕрентĕр. Паллах, ачапчана самокатпа ятарлă площадкăсенче ярăнма хавхалантармалла. Транспорт юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнсан суранланасран сыхланма пулать.

Екатерина Абызова,

республикăри центрăн медицина профилактики енĕпе тимлекен тухтăрĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика