Сыхлăх хÿтĕлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:52 Просмотров: 24

Шулĕксен кĕсйисем «хулăмланма» пăрах-маççĕ. Ултав схемисене ĕненекенсем нумаййине кура, укçа-тенкĕ вĕсен счечĕсем çине «юхсах» тăрать. Кăçалхи пилĕк уйăхра кăна, акă, республикăра пурăнакансем хăйсемех преступниксене 446 миллион ытла тенкĕлĕх пуйтарнă! Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта республикăра информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă 1575 преступление регистрациленĕ.

Мĕнле майпа çаратнă-ха мушенниксем çынсене/ 406 тĕслĕхре - банк карттисен счечĕсенчен йăкăртнипе, 1152-шĕнче - ултав майĕпе, компьютер информацине саккунсăр мелпе пĕлсе - 187 тата пусахласа укçа илнипе - 17.

Мушенниксем тĕрлĕрен «ĕç» схемисемпе усă кураççĕ. Полици сотрудникĕсем çынсем ытларах мĕнле ултав «капкăнне» çакланнине те тишкернĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, тĕп ултав схемисем çаксем: банк сотрудникĕсен ячĕпе шăнкăравлани ?278 тĕслĕх%, Интернетра тавар туянни ?167%, телефонсемпе банк карттисене çухатни ?171%, валюта тата биткоин биржисенчи суту-илÿ ?168%, кредит е займ илни ?122%, интернетри паллашусем ?88%, блогерсене инвестицисем хывни, «лайкшăн» ĕçлени ?65%, çыхăну операторĕсем ячĕпе шăнкăравласа сим-карттăна тăсма сĕнни ?61%, социаллă сетьсемпе мессенджерсенчи аккаунтсене «çĕмĕрни» ?50%, тивĕçтерÿсемшĕн малтан тÿлесе хума ыйтни ?47%, ĕçе вырнаçтарма шантарни ?29%, банк карттисен реквизичĕсене е телефонăн кивĕ номерне усă курни ?27%, суя сайтсемпе усă курни ?27%, патшалăх тивĕçтерĕвĕсен сервисне кĕме май пани ?26%, вылявра тупăш, бонуссем сĕнни ?22%, интим-тивĕçтерÿсем ?21%, вăйă валютине туянма сĕнни ?17%, работниксем патне ертÿçĕсем ячĕпе шăнкăравлани ?8%.

Йĕрке хуралçисем тепĕр пĕлтерĕшлĕ саманта та тимлĕхе илме сĕнеççĕ. Асăрхануллă пулăр: мушенниксем халĕ ытларах мессенджерсем урлă шăнкăравлама тытăннă. Унсăр пуçне, суя, вируслă ссылкăсем яма тăтăшăх социаллă сетьсене усă кураççĕ.

Шулĕксен преступлени мелĕсем çав тери чее. Питĕ асăрхануллă пулмаллине калаççĕ полици ĕçченĕсем - ултав серепине кирек мĕнле ÿсĕмри, кирек епле пĕлÿллĕ, хăть ăçта ĕçлекен çын та лекме пултарать. Çавăнпа та телефонпа килнĕ иккĕленÿллĕ шăнкăравсене тÿрех чармалла, укçа-тенкĕпе çыхăннă калаçу пуçлансан - пушшех те. Хăвăрăн персоналлă даннăйсене, банк счечĕ-карттисен реквизичĕсене, пароль-кодсене вăрттăнлăхра тытмалла - вĕсене никама та пĕлтерме юрамасть!

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика