Июнĕн 28-мĕшĕ Малтикас Ялтăра çыннисемшĕн паллă кун пулчĕ. Ирхине 10 сехетре клуб çывăхне çынсем пуçтарăнчĕç. Шупашкартан ветерансен канашĕн председателĕ Эдуард Матвеев тата унпа пĕрле салтак тумĕллĕ 10 арçын çитрĕç. Пирĕн тăрăха округ пуçлăхĕ Надежда Никандровăпа ветеран-афганецсен председателĕ Юрий Васильев та килме кăмăл турĕç.
Вăрçăра вилнисен ячĕпе лартнă палăк патĕнчи шурă материалпа витнĕ стенд умне халăх пуçтарăнсан митинг пуçланчĕ. Малтан Надежда Никандрова сăмах илчĕ. Унтан Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Петров тухса калаçрĕ. Ветерансен канашĕн председателĕ сăмах илчĕ. Астăвăм стенине уçакансен йышĕнче ял старости Станислав Николаев, Сергей Никитин, афганец Виталий Павлов, Эдуард Матвеев пулчĕç.
Çак кунах çарпа патриотизм вăййи «Зарница» пулчĕ. Мероприятие пултаруллă Александр Михайлов çулсерен икĕ хутчен ирттерет. Спорт ăмăртăвĕсем хыççăн çар тĕпелне чĕнчĕç.
12 сехет тĕлне Шупашкартан артистсем килсе çитрĕç: Людмила Семенова, Олеся Яковлева, Александр Егоров ?Типшĕм Сашук%. Вĕсене Эдуард Матвеев, СВО-ран отпуска килнĕ Александр Журавлев ?Тăвальушкăнь Ялтăра% илсе килчĕç. Халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Кÿршĕ ялсенчен те килнĕ: Аçăмçырми, Хирлеп енчисем, машинăсене лавкка патĕнчен тытăнса клубăн картин тепĕр вĕçне çитиччен лартса тухнă. Артистсен пултарулăх номерĕсемпе халăха савăнтарчĕç. «Зарницăра» мала тухнă командăсене, спорт вăййинче хастарлăх кăтартнисене, волонтерсене сцена çине чĕнчĕç.
Маттур хĕрарăмсем, СВО валли маскировка сеткисем çыхакансем, нимле ĕçе те тиркесе тăмаççĕ. Çар операцинчи салтаксене пур енпе пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсене сцена çине грамота илме Эдуард Матвеев чĕнчĕ. Хĕрарăмсем пурте шурă футболкăпа, умра «Хÿтлĕх» тесе çырнă. Елена Германова йĕркелесе пынипе икĕ çул ытла хăйсене канма памаççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ. Хыççăн пурте пĕрле волонтерсемпе ларса малти вырăнта фото ÿкерттерчĕç.
Асăну стенине хатĕрленĕ Малтикас Ялтăра çамрăкĕсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ ял çыннисем.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Июль 2025 |