Ĕçченлĕхĕпе ăсталăхĕ иксĕлми

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2025, 08:56 Просмотров: 21

Çур ĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе, пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев пулса, телей-савăнăçне те хуйхи-суйхине те çурмалла пайласа кун-çул сукмакĕпе пĕрле утакан мăшăрсем çывăх çыннисемшĕн те, çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Айкăшра пурăнакан Римма Александровнапа Александр Владимирович Аврамовсем ял-йышра кăна мар, округра та ырă ятра.

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕсем çирĕп те туслă çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ.

Римма Александровна Тăвальушкăнь Ялтăрара çуралса ÿснĕ. Айкăш ялне тус-юлташĕ патне хăнана килсен Александр Владимировичпа паллашнă. Сăпайлă хĕр каччăн чĕрине пĕрремĕш кунранах тыткăнланă. Виçĕ çултан вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнă. Йывăрлăхсене, чăрмавсене пăхмасăрах пÿрте, хуçалăхри хуралтăсене çĕнĕрен хăпартма вăй çитернĕ.

Çемье пуçĕ электрик профессине алла илнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Ленинец» колхозра вăй хунă.

Римма Александровна повара вĕренсе тухнă. Нумай çул тăван хуçалăхри фермăра сурăхсемпе сыснасем пăхнă. Ĕçре яланах малтисен ретĕнче пулнă, хастарлăхпа палăрнă. Пĕрремĕш вырăнсемшĕн Акатуйĕнче тĕрлĕ шайри наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Пенсине тухиччен колхоз столовăйĕнче поварта вăй хунă. Тутлă апат-çимĕç, кукăль-икерчĕ пĕçерме чăннипех те ăста кил хуçи хĕрарăмĕ. Ачисене, мăнукĕсене, тăванĕсене вăл яланах тулли сĕтелпе кĕтсе илет. Нумай çул тата тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн Александр Владимировичпа Римма Александровна иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Тивĕçлĕ канура пулсан та пĕр кун та ал усса лармаççĕ Аврамовсем. Çулĕсем сахал мар пулин те, кил карти тулли кайăк-кĕшĕк, сурăхсем усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç лартса çитĕнтереççĕ. Маттур кил хуçисен пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Ĕçченлĕхĕ кăна мар, пултарулăхĕ те пысăк хисеплĕ мăшăрăн. Римма Александровна техĕмлĕ апат янтăлама юратнипе пĕрле тĕрĕ тĕрлеме те ăста. Унăн ĕçĕсем округра кашни çул иртекен Акатуйра та пысăк хака тивĕçнĕ, вĕсене грамотăсемпе палăртнă.

Александр Владимировичăн та аллисем ылтăн. Вăл тытса тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Уйрăмах йывăçа тата металла касса тем те пĕр ăсталама кăмăллать. Тĕрлĕ эрешсем, кÿлепесем пÿрт-çуртне те, хуçалăхри хуралтăсене илемлетеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Малти Ишек тăрăхĕнче виçĕ ялпа «Чи хитре кил» конкурс йĕркеленĕ. Унта Аврамовсен кил-çурчĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çапла туслă, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ мăшăрсем. Йывăрлăхсем пулсан пуçа усмаççĕ, вĕсене парăнтарса малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.

Римма Александровнапа Александр Владимирович икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пилĕк мăнукĕ - куç тулли телей. Станислав ывăлĕ Çĕмĕрлере, Галина Упнерте, Светлана Вăрнарта тĕпленнĕ. Вĕсем час-часах тăван килне çитме тăрăшаççĕ, çывăх çыннисене кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ.

50 çул иртсен те çемьери ăшă та килĕшÿллĕ хутшăнусен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши/ Пĕр-пĕрне каçарма, ăнланма, кирек хăш ыйтăва та пĕрле сÿтсе явма, пĕр-пĕрне итлеме тата илтме пĕлни. Чи кирли - юрату!

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика