Шупашкарта 15-мĕш экономика форумĕ иртнĕ.
Регион хастарлăхне тата партнерсен пулăшăвне пула 20 ытла килĕшÿ хатĕрленĕ, çав шутра - 7 млрд тенкĕлĕх 4 пысăк инвестици проекчĕ. Ĕç вырăнĕсем тата ытларах пулĕç, Чăваш ен экономики малалла аталанĕ. Хăнасем 25 регионтан çитнĕ. Çавăн пекех делегацисем Узбекистанран, Китайран тата Турцирен те килнĕ. Форум программи пуян пулнă. 3,5 пин ытла çын республикăна малалла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ: бизнеса финанс енчен пулăшасси, экспорт, малти технологисене ĕçе кĕртесси, креативлă индустрие тĕревлесси, чăваш бренчĕсене аталантарасси тата ытти те.
Палăртмалла, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисен канашлавĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев форум ĕçне лайăх хак панă.
Республикăра «Туризм тата тараватлăх» нацпроекта пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Акă, Шупашкарта тĕплĕ юсав хыççăн çĕнĕ отель уçăлнă. Хăнасене йышăнмалли условисем лайăхланаççĕ. Туристсен йышĕ тата ÿсмелле. Ку та - экономикăн пĕр пайĕ.
Елена Толстова
Июль 2025 |