Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Çуллахи килти ĕçлĕ вăхăта пăхмасăр кунсерен чылай ялта маскировка сетки çыхасси татăлмасть.
Хирпуç хастарĕсем, ак, сетка валли материалсем çук тапхăрта та ахаль лармаççĕ. Çак кунсенче вĕсем салтаксем валли милĕксем çыхнă. Пĕр вăхăтрах ырă ĕç те пурнăçланă хĕрарăмсем – ял çывăхĕнчи хăйсем тĕллĕн ÿссе кайнă уйсене йывăçсенчен тасатнă. Туратсене Геннадий Харитонов хăйĕн транспорчĕпе тиесе килсе панă. Хальлĕхе 45 мăшăр хурăн милĕкĕ çыхнă. Вĕсене кушăхма клубра çакса тухнă. Лайăх типтĕр тесе вăхăтăн-вăхăтăн çавăрса тăраççĕ. «Маскировка сетки çыхакан пÿлĕмре халĕ ытла та тутлă шăршă кĕрет!» - пытармаççĕ хастарсем.
Ку ĕçе малалла та тăсасшăн, анчах çак кунсенче çумăр çуни кансĕрленĕ. Маттур ушкăнра - Алина Илларионова, Лидия Харитонова, Альбина Семенова, Людмила Кузьмина, Зоя Никифорова, Ольга Печникова, Надежда Михайлова, Валентина Спиридонова тата Валентина Феофанова.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнĕ салтаксем валли «урапаллă» мунча ăсатнăччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2025 |