Космонавтика музейĕ çĕнелет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2025, 09:04 Просмотров: 21

Эпир, чăвашсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе, СССР космонавт-летчикĕпе, авиаци генерал-майорĕпе Андриян Григорьевич Николаевпа чăннипех те мăнаçланатпăр.

Кăçал Космонавтика музейне çĕнетсе улăштарма шут тытнă. Юсав хыççăн «Планетарий» çăлтăрлă зал, библиотека, конференц-зал, вĕренÿ класĕсем, обсерватори, столовăй, туристсен ушкăнĕсем валли ирĕклĕ залсем пулĕç. Унăн лапамĕ вунă хут ÿсмелле. Юсав ĕçĕсене план тăрăх 2027 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçлемелле.

Çак музей пирки республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Çавна май объектпа усă курса туристсене ытларах явăçтарма май пур. Музей ĕçлеме пуçланăранпа унта 2 миллион ытла çын пулса курнă. Асăну комплексĕнче вĕренекенсем валли занятисем, кружоксем, космонавтсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн куравсене анлăлатма, пĕр вăхăтрах темиçе экскурси ирттерме пулать. Реконструкци музей управĕн фондне пысăклатма та пулăшать.

Виççĕмĕш космонавтăн Андриян Николаевăн Асăну комплексне çĕнетсе улăштарасси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин ырласа йышăннă. Çакăн пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 çулхи нарăс уйăхĕнче Владимир Путинпа тĕл пулнă чухне сăмах хускатнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика