Шулĕксен мăшкăлне çакланасран мĕнле хÿтĕ-ленмелле-ха/ Укçа-тенке мĕн-ле сыхă тытмалла/ Çакăн пирки Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем канаш-сĕнÿ параççĕ.
Телефон номерне пытармалла
Акă, статистика тăрăх, «контактсăр» çаратусемпе ултавсен ытларах пайĕ «WhatsApp», «Тeleqram», «Viber» мессенджерсене усă курнипе пулать. Çавăн пекех «Вконтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче те «çĕмĕрнĕ» аккаунтсенчен сиенлĕ ссылкăсем яраççĕ. Апла пулсан мессенджерти учет записьне епле хÿтĕлемелле-ха/
Çакна валли хăвăрăн телефон номерне пытарма пулать. «Teleqram» мессенджерта «Настройки»-не кĕмелле, «Конфиденциальность» суйламалла, унтан «Номер телефона», «Звонки», «Сообщения» пунктсене пусмалла. Кунта номере пĕтĕмĕшле пытарма е хăшпĕр çынсемшĕн уçă хăварма пулать. Çак йĕркепех мессенджерсем килекен шăнкăравсен ?çав шутра - сасă пĕлтерĕвĕсен тата видеосен % чарăвне те лартма юрать.
Кунашкал мелпех усă курса «Whatsapp» мессенджерта та хăрушсăрлăха ÿстерме тата сиенлĕ контент илесрен сыхланма май пур. Çакна пурнăçлама «Настройки», «Конфиденциальность», «Расширенные» тата «Блокировка сообщений от неизвестных аккаунтов» суйламалла. Хушма хăрушсăрлăх мери вырăнне ссылкăсем тÿрех уçăлассине те сÿнтермелле. Вăл IP-адреса ют çынсенчен, сиенлĕ контент вырнаçассинчен хÿтĕлет.
Чару лартмалла
Мушенниксен анлă ултав схемисенчен пĕри - кредит ултавĕ. Вĕсенчен хÿтĕленмелли çĕнĕ «инструмент» - харпăр хăйне займсем пама «Госуслуги» сервисра чарусем лартни. Ăна çирĕплетсен кредитсене гражданин хăй те, ун ячĕпе ыттисем те илеймĕç.
Заявкăна онлайн пама Порталта çирĕплетнĕ учет записĕ пулмалла. Çак инструкцие пăхăнмалла:
«Госуслуги»-не кĕмелле, тĕп страницăра «Самозапрет на кредит» тупмалла, кайран «Установление запрета на получение кредита» тивĕçтерĕве суйламалла.
Çакăн хыççăн чарăвăн тĕсне суйламалла: тулли е уйрăммăн кăна. Иккĕмĕшне суйларăр-тăк, чару хăш организацисене пырса тивнине кăтартмалла. Заявление электронлă майпа алă пусмалла.
Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем аса илтереççĕ: сире хирĕçле саккунсăр ĕçсем тунă-тăк, тÿрех шалти ĕçсен органĕсенчен пулăшу ыйтмалла.
Июль 2025 |