Кунсерен - çул-йĕр хуралĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2025, 09:13 Просмотров: 22

Кашни професси çыннисен çулталăкра хăйсен уйрăм кунĕ пур. Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсен вăл - июлĕн 3-мĕшĕ. Шăпах çак кун çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тăрă-шакансем хăйсен професси кунне уявларĕç.

Çултан-çул ГИБДД ĕçченĕсем кирек мĕнле çанталăкра та, талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те çул çинчи йĕркелĕх хуралĕнче сыхă тăраççĕ. Вĕсен кулленхи ĕçне пула хăвăртлăх режимне ÿстерекенсем, правилăсене сĕмсĕррĕн пăсакансем сахалрах. Çул-йĕр дисциплини те çирĕпрех.

Вăрнар тата Элĕк округĕсен территорийĕсенче те мĕнпур çулсем çинче йĕрке пултăр, çуран çÿрекенсем те, водительсем те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнччăр, пурте пĕр-пĕрне хисеплесе хăйсене тивĕçлĕ тытчăр тесе полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем курăмлă тÿпе хываççĕ. Ушкăнра паянхи куна пилĕк сотрудник служба тивĕçĕсене пурнăçлассипе кунсеренех яваплă тимлет. Каламалла, вĕсем çул-йĕр юхăмне йĕркелессипе тата çитменлĕхсене асăрхаттарассипе кăна мар тимлеççĕ, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе чылай профилактика мероприятийĕ те ирттереççĕ.

Вăрнар автоинспекторĕсем шкул вĕренекенĕсемпе те, кĕçĕн çултисемпе те час-часах тĕл пулаççĕ - вĕсене асăрхануллă пулма, пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркине уяма хăнăхтарасси уйрăм тимлĕхре. Çавăн пекех «Вурнарский» пайăн ГИБДД сотрудникĕсен тĕп тивĕçсен шутĕнче - ÿсĕрле руль умне ларакансене палăртасси, вĕсем кăларма пултаракан инкексене вăхăтра асăрхаттарасси те. Сотрудниксем ку енĕпе тĕллевлĕ тимленине республикăри министерство та пĕрре мар палăртнă.

Хальхи вăхăтра автоинспекци сотрудникĕсен ĕç-хĕлне çăмăллатма паянхи автотранспортпа тивĕçтернĕ. Йĕркене пăснине, информацие палăртакан çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсем те нумай пулăшаççĕ. Çакă служба тивĕçне тухăçлăрах пурнăçлама май парать.

- Çулсерен транспорт хисепĕ нумайланать, çавна кура çул юхăмĕ те вăйлансах пырать. Çавăнпа та автоинспекторăн служби çăмăл та ансат тееймĕн. Апла пулин те вĕсем çул çине тухакан кашни çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне хÿтĕлессипе ниме пăхмасăр тăрăшаççĕ. Вĕсене пурне те тивĕçлĕ службăшăн тав тăватăп, професси уявĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп, - пĕлтерчĕ полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Казыкин.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика