Республикăра - малтисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 09:22 Просмотров: 22

Вăрнарти Орешкинсем республикăри Финанс фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

«Финанс фестивальне ирттерни питĕ кирлĕ пулăм. Вăл çемье формачĕпе пулни уйрăмах ырă, мĕншĕн тесен кашни çыннăн пурнăç хаклăхĕсем шăпах та çемьере йĕркеленеççĕ. Кунтах укçа-тенкĕ рынокĕнче кирлĕ пĕрремĕш хăнăхусем те çуралаççĕ. Кунсерен тенĕ пекех, акă, çĕнĕ финанс продукчĕсем тухаççĕ, вĕсемпе пĕрлех - çĕнĕ майсемпе хăрушлăхсем те. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ачасене ку енĕпе анлă пĕлÿ пама тăрăшнине ырласа йышăнмалла», - палăртнă Чăваш ен финанс министрĕ Михаил Ноздряков Пĕтĕм Раççейри Перекетпе инвестицисен фестивалĕн республикăри финалне уçнă май.

Шăпах та ун сăмахĕсен çирĕплетĕвĕ пулса тăнă та ĕнтĕ çемьесен ку кăсăклă ăмăртăвĕ. Унта, Канашри финанс колледжĕн площадкинче иртнĕскерте, хăйсен муниципалитечĕсенче мала тухнă 23 çемье тупăшнă.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, пирĕн округ çĕнтерÿçи - Орешкинсен çемйи. Палăртма питĕ кăмăллă, республика шайĕнче те хăйсен тарăн пĕлĕвĕпе, тавçăрулăхĕпе, командăра туслăн та тухăçлăн ĕçлеме пĕлнипе палăрма пултарнă ку пултаруллă çемье. Мĕнпур конкурссенче хастарлăх кăтартса вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă Васильсен çемйине кăна мала ирттернĕ - фестивалĕн кĕмĕл призерĕсем пулса тăнă. Чăннипех те маттурсем!

Каламалла, фестиваль ăмăртăвĕсем конкурсантсене çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă. Тарăн пĕлĕве кăна мар, ăна пурнăçра усă курма пултарнине те кăтартма тивнĕ. Вăйă укçисене - «алтынсене» - май килнĕ таран ытларах пухас тесен Орешкинсем те ăнкарулăх кирлине, логика шухăшлавне çивĕч ĕçлеттерме тивнине палăртаççĕ. Пĕтĕмпе çемье фестивалĕ «Накопленисен интерактивлĕ калькуляторĕ» мастер-класа, «Финанс тавçăрулăхĕ» квеста, «Пурне валли те инвестицисем» квиза, «Накопленисем тата пухакансем» вăййа пĕрлештернĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика