Каçхи урам ачасем валли мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2025, 09:58 Просмотров: 32

Каникулта çула çитменнисем ытларах вăхăта хăйсем тĕллĕн ирттереççĕ. Вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн вара чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене урамри хăрушсăрлăх правилисем пирки тăтăшах аса илтерсе тăма ан манăр. Палламан çынсемпе калаçнă чухне, çамрăксен пысăк компанийĕсенче асăрханулăх кирли пирки калани те пĕлтерĕшлĕ. Ачасем киле çутăра килме хăнăхчăр, çын сахал çÿрекен вырăнтан, хуçасăр çуртсенчен пăрăнса иртчĕр. Сарайсене, чартаксене, путвалсене те кĕме юрамасть. Пĕлмен автомобиле ларни тата палламан çынсем хушнине пурнăçлани те инкек патне çитерме пултарать. Хăрушлăх сиксе тухсан пулăшу чĕнме те вĕрентмелле.

Çакна та астумалла: Чăваш енре çула çитменнисем валли комендант сехечĕ йышăннă. Çуллахи вăхăтра ачасемпе 18 çула çитмен çамрăксен обществăлла вырăнта аслисемсĕр 23 сехетрен тытăнса ирхи 6 сехетчен çÿреме юрамасть. Çулталăкăн ытти тапхăрĕнче - 22 сехетрен тытăнса 6 сехетчен.

Енчен те çĕрлехи вăхăтра урамра ачана тĕл пулсан профилактика субъекчĕсем вăл мĕншĕн асăрхавсăр çÿренине тĕпчесе пĕлĕç, киле çитерĕç. Материалсене вара профилактика мерисем йышăнма çула çитменнисемпе ĕçлекен комиссие тăратĕç.

Çавăнпа та тимлĕ пулăр! Ачăрсем ăçта çÿренине, киле вăхăтра таврăннине тимлĕхрен ан кăларăр.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ, полици майорĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика