Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла
Шăрăх çанталăкра шыв-шур хĕрринче канас килет. Анчах, манмалла мар, пĕве-кÿлĕсем - хăрушлăх кăларма пултаракан вырăнсем. Çавăнпа та вĕсем çывăхĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла.
Шыва кĕме килтĕр-тĕк, çакăн пек тума юрамасть:
- ишме пĕлместĕр пулсан тарăн вырăна, çырантан аякка кайма*
- пĕлмен-шанчăксăр вырăнта ишме тата чăмма*
- буексенчен иртсе ишсе кайма*
- ишмелли хатĕрсем çинчен шыва сикме*
- эрех-сăра ĕçме тата ÿсĕрле шыва кĕме*
- шывра пĕр-пĕрне тĕккелешсе, путарса ашкăнма*
- суйса пулăшу чĕнме*
- хăмасем, пĕренесем, автомобиль камерисем, вĕрсе хăпартнă матрацсем çинче ишме*
- ачасене пĕве-кÿлĕ хĕррине асăрхавсăр яма, шыва кĕнĕ чух тĕрĕслеврен кăларма.
Пăлханма юрамасть
Путма тытăннине туйсан мĕн тумалла-ха/
- Ан тапкаланăр, çурăм çине çаврăнăр, шыва сурса кăларса тарăннăн сывласа илĕр, лăпланăр та çурăм çинче выртса кăшт канăр. Ан кулянăр, шыв сире тытса тăрĕ. Канса илнĕ хыççăн майĕпен, лăпкăн çыран патне ишсе çитмелле, кирлĕ пулсан пулăшу чĕнмелле.
- Тумтир аяла туртать-тĕк, ăна хывса пăрахмалла. Чăрмантармасть пулсан, хывма кирлĕ мар ?сивĕ чухне йĕпе тумтир те шăнса кÿтес хăрушлăха чакарать%.
- Çыран еннелле е ăçтан та пулин тытăнма май пур ?чул, пĕрене е йывăç курăнакан% вырăн патнелле ишмелле.
- Юхăм илсе каять-тĕк, хирĕç тапаçланса вăя пĕтермелле мар. Шыв çийĕнче пулма тăрăшмалла, мĕнрен те пулин çакланма е тарăн мар çĕре тухма май пуласса кĕтмелле.
- Енчен те ытлашши инçе ишсе кайрăр, ывăнтăр пулсан, шыв çинче канма пĕлни пулăшать. Çурăм çине выртăр, шăмшака лăнчах ярăр, алă-урасене сарса хурăр, вĕсемпе хăвăра тытăнса тăма пулăшса 2-3 минут канăр.
Шăнăр туртса лартнине мĕнле ирттермелле/
- Чи малтанах ишев стильне улăштармалла. Çурăм çине çаврăнăр, хăвăртрах шывран тухма тăрăшăр.
- Ура туртса лартсан çеккунтлăха шыва чăмса илмелле, ку урана тÿрлетсе, пуç пÿрнинчен тытса ура тупанне хăвăр çинелле вăйпа туртмалла.
- Пÿрнесене туртса лартнине сиссен алă лаппине хăвăртрах, вăйпа чăмăртамалла. Унтан хыттăн тулаш еннелле сулса, чăмăра уçса ямалла.
- Ура хырăмĕн мышцисене туртса лартнă чухне хуçланса ура тупанне икĕ алăпа тытмалла, вăйпа хăвăр çине туртмалла.
- Пĕçĕ мышцисене туртса лартсан вара урана тулаш енчен, ура тунинчен аяларах, пакăлчак тĕлĕнчен ярса илмелле, чĕркуççинчен хуçлатса çурăм патнелле хыçалалла туртмалла.
- Алă-урана шăнăр туртни иртсе каймарĕ-тĕк, çÿлерех асăннă меслетсемпе тепĕр хут усă курмалла. Мышцăна «ĕçлеттерни» шăнăр иртсе каяссине хăвăртлатать.
З. МАКСИМОВА,
фельдшер
Июль 2025 |