Ют çын ачи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2025, 10:11 Просмотров: 30

- Ĕçлетĕр пулĕ-ха/

- Светлана столовăйĕнче ĕçлеме тытăннăччĕ, чашăк-тирĕк çунă çĕрте. Кăштахран - декрет, халĕ инвалид ачапа килте ларать. Хам эпĕ грузчикре çÿретĕп.

- Çынсем укçа параç-çĕ-и кăштах/

- Питĕ сахал...

- Тен, Сывлăх министерствине каймалла, депутатсенчен ыйтмалла/

- Пулнă. Квота çук теççĕ.

- Халĕ вĕт чирлĕ ачасене пулăшакан тем тĕрлĕ фонд та пур...

- Пур та - пире валли мар. Телейсĕр çын телейлĕ пулайтăр-и вăл/

Василий Павловичăн чунĕ кÿтсе килчĕ. «Мĕнле-ха пулать вăл çапла: патшалăхăн тем тума та укçа пур, вилекен ачасене çăлма халăхăн укçа пухмалла. Çук вĕт-ха, кирлĕ чухлĕ пухаймаççĕ!» - шухăшларĕ вăл.

- Анатолий, - терĕ арçын, - çырса пар-ха ман телефон çине хăвăн номерна. Тен, май килтерĕпĕр сире пулăшма...

Вăл Мускавăн Марьино районĕнчи урамсемпе утрĕ. Кунта пĕве хыççăн пĕве пуçланать. Унччен кунта киленме килетчĕ, халĕ, кĕркуннехи кун, хура тĕслĕ курăнакан пĕвери шыв ăша тăвăлтарчĕ, кăмăла пусарчĕ.

Анатолипе Светлана пекех, Василий Павловичпа мăшăрĕ Ирина Петровна ялта çуралса ÿснĕ, вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ. Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Мускава куçса килнĕ, Марьинăра заводра ĕçленĕ. Кунтах вĕсем пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăрнă. Пурнăç çавăнтах иртсе кайрĕ. Ирина Петровна виçĕ çул каялла вилчĕ. Василий Павлович ун чухне сакăрвунă çул тултарчĕ.

«Ыран завод директорĕ Илья Иванович патне каятăп, Ветерансен кунне чĕнсен ялан завод пуянлăхĕпе мухтанать, нивушлĕ чирлĕ ачана пулăшаймасть/» - шухăшларĕ вăл çывăрма выртас умĕн.

Василий Павловичăн Илья Ивановичран ыйтма сăлтавĕ те пур. Вăл цех пуçлăхне çитнĕччĕ, вĕсем патĕнче çамрăк мастер ĕçлеме пуçларĕ. Килĕшрĕ çĕнĕ çын, пултарулăхне пĕрремĕш кунсенчех кăтартма пуçларĕ. Май килнĕ таран Илья Ивановича пулăшма тăрăшрĕ цех пуçлăхĕ. Василий Павлович пенсие тухма хатĕрленнĕ вăхăтра вăл директор çумĕ пулса та тăчĕ. Халĕ акă - генеральнăй директор.

Завод ветеранне курсан секретарша хуçкаланса тăмарĕ, хăвăртах директор пÿлĕмне илсе кайрĕ.

- Сывлăх сунатăп, Василий Павлович! - хавассăн кĕтсе илчĕ ăна Илья Иванович. - Ватăлма пĕлместĕр, çаплипех тăпăр-тăпăр!

- Çулĕсем малалла мар, каялла... - терĕ арçын. - Аптрас теместпĕр-ха çапах та!

- Пире килсе курнишĕн эпĕ питĕ хавас... Ыйту пурччĕ-ши/

- Çапла çав, Илья Иванович, ахальтен килмерĕм. Пысăк хуйхă илсе çитерчĕ сирĕн пата.

- Мĕн сиксе тухрĕ/

- Ĕçĕ акă еплерех... Тăватă çулти хĕрача чирлет, операци тума миллионшар тенкĕ укçа кирлĕ. Пухаççĕ-ха пулăшакансем пуррипе... Тата нумай кирлĕ. Завод пĕр пилĕк миллион куçарса параймасть-ши/ Сирĕн предприятишĕн вăл пысăк укçа пулас çук.

- Хĕрачи кам/ Сирĕн тăван-и/

- Çу-ук, тăван мар, ăнсăртран ашшĕпе паллашрăм.

Илья Иванович кăштах шухăша путнă пек пулчĕ. Пуçне çĕклерĕ те ватă çын çине пăхрĕ.

- Çук, Василий Павлович, пиллĕк мар, пĕр миллион та çук. Халĕ эпир пысăк реконструкци тăватпăр. Ют çĕршыв компанийĕсемпе ĕçлетпĕр. Кĕçех çĕнĕ производствăсем уçатпăр. Çĕнĕ персонал пухасшăн тата...

- Юрать, ан калăр малалла, - терĕ ветеран. - Укçа вăл такамăн та çитмест. Ăшра хĕрхенÿ пулмасан çынна пулăшма миллион тенкĕрен те пĕр пус тупăнмасть.

- Эсир ан çилленĕр, Василий Павлович. Пултарнă пулсан шалккăччĕ-и/ Манăн вĕт тата директорсен совечĕ пур, ыйтăва унта пăхса тухмалла...

Василий Павлович куçĕ тĕлне Илья Иванович аллинчи сехет лекрĕ. Юлашки тĕлпулура, ветерансем пухăнсан, генеральнăй директор хăйĕн çумĕсем умĕнче мухтаннине аса илчĕ вăл. Пилĕк миллион парса ют çĕршывра сехет туяннă иккен Илья Иванович. Акă халĕ çав сехет унăн аллинче. «Мĕнле пулать-ха вăл çакăн пек тĕрĕсмарлăх/! - шухăшларĕ Василий Павлович. - Пĕрисем сехет илме кăна миллионшар тенкĕ пĕтереççĕ, теприсем укçа тупаймасăр вилеççĕ... Ăнланма пулать-и çак тĕнчене/»

- Юрать, апла пулсан, - терĕ ветеран. - Эпĕ каям-ха, эппин...

- Эсир килсех çÿрĕр, - ăсатрĕ ăна Илья Иванович.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика