Хапăсран Милана çити

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2025, 10:24 Просмотров: 19

Анчахрах пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнă. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Арт Коммуна» галерейăра Италири квант искусствин академикĕсен комиссийĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пуласлăх искусстви» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Пирĕн ентеш, Хапăсра çуралса ÿснĕ Геннадий Федорович Дубровин, пĕрремĕш преми лауреачĕн дипломне тивĕçнĕ. Ăна «Милан хулинчи квант искусствин академийĕн академикĕ» ят парса чысланă. Асилтеретпĕр, Геннадий Дубровин - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ ?2013%, Европăн хисеплĕ художникĕ ?2019%, Раççей художество академийĕн хисеплĕ академикĕ ?2021%. Унăн тата ытти сумлă ят та пур.

Палăртмалла кăмăллă, çак фестиваль-конкурсра унăн ывăлĕ Федор Геннадьевич Дубровин та палăрнă, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл та пултарулăхшăн пысăк ят-сума тивĕçнĕ. Ăна Италири квант искусствин академийĕн член-корреспондентне илнĕ. Федор Дубровин тăватă хутчен Мускаври хальхи вăхăтри «Винзавод»искусство центрĕн куравне хутшăнма тивĕçнĕ.

Раççей художникĕсен творчество союзĕн Чăваш енри уйрăмĕ Геннадий тата Федор Дубровинсене профессири çĕнтерĕвĕпе ăшшăн саламланă, ÿнер искусствинче тата пысăк ÿсĕмсем тума суннă. Вăрнарсем те ятлă-сумлă ентешпе мăнаçланаççĕ.

Елена Григорьева

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика