1930 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тухма пуçланă «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăмăр кăçал хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кун-çул уттинчен нихăçан та юлман та, юлмасть те.
Хальхи саманара информацие тĕрлĕ çăлкуçран илме пулать-ха. Анчах чылайăшĕшĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат чи çывăх тăван пекех. «Интернет-ресурссем» сахал мар пулсан та хаçатăма пурпĕрех алла тытса вулас килет», - теççĕ кашни çур çултах «Çĕнтерÿ çулне» илсе тăракансем. Вулакансем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пурри редакци коллективне савăнтарать. Вĕсем нумай çул «районкăпа» туслă. Хастарсенчен пĕри - поселокра пурăнакан Леонид Прокопьев.
- «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат страницисенче округ летопиçĕ çырăнать. Калем ăстисем çĕнĕ хыпарсене туллин вулакансем патне çитереççĕ. Кашни страницăрах тĕрлĕ темăсене тĕплĕн çутатма тăрăшаççĕ. Паянхи пурнăç ыйтăвĕсене çĕклекен статьясем те, литература хайлавĕсем те кун çути кураççĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» компьютерпа технологи ĕмĕрĕнче те хăйĕн сассине çухатманни савăнтарать. Çуллахи вăхăтра пушă вăхăт сахалтарах пулсан та юратнă хаçата вулама яланах вăхăт тупатăп, - çапла хакларĕ редакци коллективĕн ĕçне Леонид Николаевич.
Пирĕн хаçат тусĕ пичет кăларăмĕнче штатра тăман корреспондентсен статйисене, сăвви-калавĕсене кăсăкланса вуланине çирĕплетрĕ. Унăн мăшăрĕ те «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă. Ачисемпе мăнукĕсем те хаçатпа интересленеççĕ.
Леонид Прокопьев хăйĕн кун-çулне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă. Нумай çул АПК тытăмĕнче вăй хурать. Вăрнарти ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕнче ĕçлет, рынокра паха продукци кăна сутчăр тесе тăрăшать. Тĕслĕхрен, экспресс-тĕпчев мелĕпе сĕт пробисене тĕрĕслет, çу, белок, çăралăх енĕпе нормăна пăхăнннипе пăхăнманнине палăртать. Леонид Николаевич ăста специалист, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Июль 2025 |