Çуллахи каникулта Вăрнарти 80 шкул ачи Мускава çитсе курнă. Кăсăклă çулçÿрев «Август» компани çамрăксене патриотла воспитани парассипе йĕркеленĕ масштаблă социаллă проект шучĕпе иртнĕ.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Август» компани хăйĕн предприятийĕсем пур регионсенчи шкул ачисем валли тĕп хулана экскурсисем йĕркелет.
Чăваш енре компанин филиалĕ - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ - вырнаçнă. Кунта 840 ытла çын вăй хурать. Çавăн пекех филиалăн хушма организацийĕсем те ĕçлеççĕ. Кăçал вĕсен сотрудникĕсен ачисене Мускава 3 кунлăх экскурсине йыхравланă. Пĕлтĕр çулçÿреве вĕренÿре, спортра тата творчествăра палăрнă Вăрнар округĕнчи 80 шкул ачи тивĕçнĕччĕ. Пĕтĕм тăкака компани хăй çине илет.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче «Август» Вăрнарти шкул ачисем валли икĕ çулçÿрев йĕркеленĕ. Пĕри июнь, тепри июль уйăхĕсенче иртнĕ. Кашни ушкăнра 40-шер ача, вĕсене асăрхама завод представителĕ, медицина ĕçченĕ тата педагог пулнă. Экскурси программине тĕплĕн хатĕрленĕ. Унта Мускаври паллă вырăнсене, истори памятникĕсене тата Раççейĕн çитĕнĕвĕсемпе хăватне кăтартакан объектсене кĕртнĕ.
Пĕрремĕш кунне ачасем тĕп хулан чĕрине - Кремле - çитсе курнă. Вĕсем мăнаçлă соборсене курса киленнĕ, Хĕç-пăшал палатинчи авалхи экспонатсемпе, Хĕрлĕ площадьре историлле событисемпе паллашнă.
Çĕнтерÿ паркĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене халалланă палăксене пуç тайнă, мăн асаттесен паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартакан музее çитсе курнă. Мускав-Сити комплексри экскурси ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕ. «Хальхи небоскребсем хайсен масштабĕпе тата архитектура дизайнĕпе тĕлĕнтереççĕ. Эпир 89-мĕш хутри сăнамалли площадкăна хăпартăмăр. Çÿлтен хулана пăхса килентĕмĕр. Кунта пире мороженăйпа, шăккалатпа сăйларĕç»,- хăйсен хавхаланăвне пытарман ачасем.
ВДНХ-ри экскурсисем те ачасен кăмăлне кайнă. Москвариумра вĕсем шыв айĕнчи тĕнчепе, «Атом» музейра ядерлă энергин экспозицийĕсемпе паллашнă.
Мускаври çулçÿрев килĕшнине, хăйсем валли нумай çĕннине, халиччен пĕлменнине ăса хывнине палăртнă ачасем. Вĕсем тата ашшĕ-амăшĕсем экскурсие йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
Людмила Иванова
Июль 2025 |