Нумайччен лăпланаймарĕ пулсан та, Василий Павлович Оленькăна çăласси пиркиех шухăшларĕ. Хваттерне çитсен пĕр хушă кухньăра сĕтел хушшинче ларчĕ те сăмахпах каларĕ:
- Сутса яратăп эп хваттере, виçĕ пÿлĕм мĕн тума кирлĕ мана/ Пĕр пÿлĕм те çитет ватлăхра.
Пĕртен-пĕр хĕрĕ патне шăнкăравларĕ.
- Валя, ман санпа тĕл пулса калаçмалла. Кĕр-ха паян каçхине.
- Çук, атте, пултараймастпăр, паян эпир Васьăпа бассейна каятпăр ĕç хыççăн. Бассейнĕ, чăн та, Марьинăрах та... Çук, çук, пултараймастпăр, вăхăт çук, ыран пирĕн ĕçе каймалла!
Хĕрĕ ашшĕ патĕнче хăçан пулнине те астумасть ватă çын. Пĕртен-пĕр мăнукĕн сăнне те мана пуçланă.
- Килетĕр! - хыттăн каларĕ халĕ вăл.
Чăн та, каçхине Вальăпа Вася ашшĕ патне кĕчĕç.
- Ачасем, итлĕр-ха, эпĕ çак хваттере сутасшăн. Мана ватлăхра пĕр пÿлĕмли те çитет, - пĕлтерчĕ вĕсене.
- Тĕрĕс, паллах, - терĕ Валя. - Виçĕ пÿлĕм тытса тăма каллех укçа кирлĕ. Сут, - калаçрĕ вăл. - Пулăшатпăр сутма. Укçине пире паратăн, мăнукна валли майĕпен пухатпăр, хваттерлĕ тăватпăр.
- Эсир çапла шухăшлатăр пулĕ те, юнашар тенĕ пек тăватă çулти хĕрача вилет. Ăна çăлма укçа кирлĕ.
- Мĕнле хĕрача/ - ăнланмарĕ хĕрĕ. - Кам пирки калатăн, атте/
- Ашшĕне урамра тĕл пултăм, укçа ыйтать...
- Эх, эсĕ те çав, ватă çын! Ун пек ыйтакансем сахал-и/ - калаçăва хутшăнчĕ кĕрÿшĕ.
- Вася тĕрĕс калать! - касса хучĕ хĕрĕ. - Çĕршывĕпе пиншер ача пулăшу ыйтать. Валеç кашнине хваттер! Çитет-и вĕсене хваттер! Сана кам пулăшса курнă/
Василий Павлович ăна çирĕппĕн çапла каларĕ:
- Эпĕ шухăшласа хунă пекех пулать: хваттере сутса чирлĕ Оленькăна пулăшатăп.
- Ватсупнă мар-и! - кăшкăрчĕ хĕрĕ. - Ватăлаççĕ те ухмаха тухаççĕ. Санăн хăвăн мăнуку пур, мĕншĕн ун пирки шухăшламастăн/ Ют çын ачи хаклăрах-и сана/
- Сывă мар çынна пулăшасси хаклăрах, - терĕ Василий Павлович. - Вăл - чирлĕ, вилме пултарать... Ăна халех пулăшу кирлĕ.
Тепĕр кунне Василий Павлович Анатолипе тĕл пулчĕ. Хваттерне сутасси пирки пĕлтерчĕ. Лешĕ хирĕçлерĕ, çынсенчен лайăх мар пулĕ терĕ.
- Анатолий, - терĕ Василий Павлович. - Ăнланатăп, пилĕк миллион, тен, пулăшаймасть те сире, анчах манăн чун таса пулать. Тархасшăн, пулăшсам мана хваттер сутма.
- Пултараймастăп, - терĕ Анатолий. - Мана ултавçă тесе айăплĕç. - Ан та сут. Ачу-пăчу мĕн калĕ/
- Сире укçа кирлĕ вĕт-ха/ - ыйтрĕ ватă çын.
- Питĕ кирлĕ, - йĕрсех ячĕ Анатолий. - Курасчĕ сирĕн Оленька мĕнле асапланнине...
Василий Павлович Анатолий çине шухăшлăн пăхса илчĕ...
Хваттере сутма йывăрах пулмарĕ иккен. Тÿлевне те хăвăртах куçарчĕç çамрăк çынсем. Картта çинчи укçапа Василий Павлович Балашихăна çул тытрĕ.
Анатолипе Света, чирлĕ ачине пула çĕр çывăрманскерсем, Василий Павловича сÿрĕккĕн кĕтсе илчĕç.
- Эпĕ пилĕк миллион илсе килтĕм, - пĕлтерчĕ вĕсене ватă çын.
- Василий Павлович, хваттере сутмалла марччĕ! - терĕ Анатолий. - Сирĕн хăвăрăн та ача пур...
- Эпĕ, - терĕ Василий Павлович, - ăшă туйăмпа. - Сирĕн кăмăл мар, Оленькăн кăмăлĕ пултăр... Сирĕншĕн мар, Оленькăшăн...
Светлана арçынна ыталарĕ. Унăн пичĕ тăрăх куççулĕ юхрĕ. Василий Павлович патне лексе ун чунне тата хытăрах çунтарчĕç çак куççуль тумламĕсем.
- Тен, Оля ура çине тăраймĕ те... Анчах эсир пирĕнпе пулни, пулăшни темрен те хаклă, ку телейрен те телей! Василий Павлович, тархасшăн, ниçта та ан çухалăр. Эсир пире вăй парса тăратăр.
Василий Павлович хваттер укçине хăварчĕ те килне васкарĕ. Халĕ вăл чăннипех васкарĕ. Хăйĕнпе хăй калаçасшăн пулчĕ çак вăхăтра. Калаçăвĕ çакăн евĕр килсе тухрĕ унăн.
«Эсĕ, Василий Павлович, халиччен çынна ырă туса курнă-и/» - ыйтрĕ такам.
«Паллах, - терĕ ватă çын. - Цех начальникĕ пулнă чухне пĕрне хваттер илме пулăшнăччĕ, теприн ачине садике вырнаçтарнăччĕ... Хăшĕн-пĕринне ачине аслă шкула вĕрентме кĕртмелле... Теприн упăшки вилнĕ... Пурне те пулăшас тенĕ. Çук, укçашăн та мар, ырă сăмахшăн та мар... Чун хушнипе тунă».
Июль 2025 |