Ют çын ачи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.07.2025, 10:43 Просмотров: 27

«Эсĕ, - терĕ каллех çав сас, - мухтанатăн-и хăвăн ĕçÿсемпе/»

«Çук, мухтанмастăп, - пĕлтерчĕ пĕлĕте Василий Павлович. - Турра пĕлтерсе тумалла-и ырă ĕçе/ Ырă ĕçе Турă хăех курать...»

«Эсĕ, - терĕ каллех çÿлти сасă, - пĕлетĕн-и хăвăн йăнăшсене/»

Василий Павлович, хуравне тупса хунăскер, кăштах шухăшларĕ те çапла каларĕ: «Пĕлетĕп. Эпĕ айăплă. Çын умĕнче те, Турă умĕнче те эпĕ яланах айăплă. Каçарăр...»

Çÿлти сасă шăпланчĕ. Каçарнине те, каçарманнине те каламарĕ. Василий Павлович, пĕр вăхăт аптăраса тăнăскер, ыран каллех Оля патне кайма шухăшласа хучĕ.

...Балашихăна каясси пулмарĕ. Василий Павлович вырăн çинчен тăчĕ кăна, хăсма пуçларĕ.

«Юн пусăмĕ каллех ÿснĕ, - терĕ вăл хăйне. - Эмелсем ĕçмелле...»

Эмелĕсене ĕçрĕ. Юн пусăмĕ тинех йĕркене кĕчĕ. Хăстарма пăрахрĕ. Анчах та чунра пурпĕрех лăпкă мар, чĕри ыратать...

«Выртсан иртсе каять», - шухăшларĕ вăл.

Чăн та, пĕрре кăна пулнă-и кун пекки/ Ыратсан-ыратсан иртсе кайнă. Халĕ те иртет пулĕ-ха...

Василий Павлович хулăн утиял айне кĕрсе выртрĕ. Шаларах та шаларах выртсан çăмăлтарах пулассăн туйăнчĕ ăна.

Унпа каллех çÿлти сасă калаçрĕ.

- Эсĕ, Василий Павлович, пурнăçра пĕтĕмпех тĕрĕс тунă-и/ - ыйтрĕ вăл.

- Çук, - терĕ ватă çын.

- Эсĕ çынна улталанă-и/

- Çук.

- Чапшăн, мухтавшăн çуннă-и/

- Çук.

- Укçа, мул илĕртнĕ-и сана/

- Çук.

- Пулнă-и санăн ĕмĕт/

- Пулнă.

- Мĕнле ĕмĕт/

- Çын пуласшăнччĕ...

Çÿлти сасă çапла каларĕ:

- Кая юлман-ха...

Василий Павлович, Балашихăна кайма пуçтарăннăскер, Анатолий патне шăнкăравларĕ:

- Ывăлăм, - терĕ вăл, - Оленька мĕнле/ Эпĕ сирĕн пата пырасшăнччĕ.

- Василий Павлович, эпĕ паян Светланăпа Ольăна Германие ăсататăп. Укçа çителĕклех пухăнчĕ, çынсем пулăшрĕç. Тен, тепрер кунтан тĕл пулăпăр/ - сĕнчĕ Анатолий.

- Паллах, паллах, - терĕ Василий Павлович. Телефонне сÿнтерчĕ те чĕркуçленсе ларчĕ: «Оля, Оля, сывал, - пăшăлтатрĕ вăл чĕререн. - Эсĕ пулмасан манăн та пулмалла мар çак тĕнчере».

Чĕркуççи çинче тăраканскер, Василий Павлович çаплипех Турăран пулăшу ыйтрĕ: «Шеллесем çамрăк чуна, каçар пире, аслисене, çылăхлăскерсене», - тесе пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ вăл.

Вăхăт шурĕ. Акă тинех Светлана шăнкăравларĕ.

- Василий Павлович! Пирĕн Оленька утма пуçларĕ! - терĕ вăл.

Ватă çын пукана хăй айне шутарса хучĕ те куççулĕпех йĕрсе ячĕ:

- Оленька, Оленька... Хаклă çыннăм, хаклă ачам... Эсĕ утни, эсĕ сывлани темрен те хаклă. Пĕлет-ши çакăн пек телее тепĕр çын/

Палăртнă кун Анатолипе унăн ывăлĕ Коля, Василий Павлович чечек çыххисем илсе аэропорта кайрĕç. Светланăпа Оля Германрен таврăнчĕç... Аэропорт залне çап-çутă сăнлă амăшĕ кĕрсе тăчĕ. Унăн аллинчи хĕрĕн куçĕсем те йăл-йăл çиçеççĕ, унчченхи тунсăх палли те юлман...

Çывăх çыннисем вĕсене Олимпиада çĕнтерÿçисене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илчĕç. Вĕсем чăнниех те маттур çĕнтерÿçĕсем, усал чире çĕнтернĕ чи çывăх çынсем, вĕсенчен хакли çĕр çинче никам та çук...

- Оленька! Оленька! - тесе Коля пĕчĕк йăмăкĕ тавра савăнăçлă сиккелерĕ, ашшĕ пĕр пытармасăр куççульпе макăрчĕ, Василий Павлович та шывланнă куçне шăлкаларĕ. Çак самантра вĕсенчен телейли таврара никам та пулмарĕ пулĕ...

... Василий Павлович лăпкăнах Марьинăна çитрĕ. Анчах та сывлăхĕ пĕтĕм савăнăçа пĕтерчĕ. Унчченех чирленĕскер, вăл вырăнпах выртма пуçларĕ. Малтанах пĕтĕмпех иртсе каяс пек туйăнчĕ, каярах вара чирĕ шаларах та шаларах кĕрсе пычĕ.

Хĕрĕ пĕртте шăнкăравламарĕ. Анатолийпе Светлана та Оля тавра кускаласа вăхăт тупаймарĕç пулас. Ватă çын вĕсем патне шăнкăравлама именчĕ. Çынсен - савăнăç, хĕрĕ пурнăç çулĕ çине тăрать...

Василий Павловичăн сывлăхĕ вара кашни кунах хавшаса пычĕ. Вăл вăйсăрлансах кайрĕ, вырăн çинчен те тăрайми пулчĕ.

Пĕр кунхине Анатолий хăй шăнкăравларĕ.

- Василий Павлович, пирĕн Оля чупакан пулчĕ! - савăнăçне пытармарĕ вăл. - Эсир ăçта/ Мĕншĕн пирĕн пата килместĕр/

- Чирлерĕм-ха эпĕ, - пĕлтерчĕ ватă çын. Сире чăрмантарма та аван мар...

- Халех сирĕн пата пыратпăр, - терĕ Анатолий.

Вăл часах ватă çын патне çитрĕ. Хавшасах кайнă Василий Павлович çине пăхрĕ те:

- Юрамасть капла, - терĕ.

Хăй çавăнтах мăшăрĕ патне шăнкăравласа нумайччен калаçрĕ.

- Тен, эсир килĕшмĕр те, çапах та сĕнсе пăхасшăн: кун пек чирлесе выртсан пĕччен пурăнма йывăр пулĕ, куçăр пирĕн пата...

Василий Павлович пуçне пĕкрĕ.

- Кирлех-ши эпĕ сире/ - терĕ вăл. - Хăвăра та авă мĕн чухлĕ нуша тÿсме тиврĕ...

- Мĕн калаçатăр эсир, Василий Павлович/ Эсир пирĕншĕн пĕртте ют мар, нихăçан та ют пулмăр. Сирĕнтен çывăх çын та çук пирĕншĕн.

Хваттере сутса Василий Павлович Балашихăна куçса пычĕ. Анатолийпе Светланăшăн, вĕсен ачисемшĕн ытлашши çын пулмарĕ вăл.

Хаваслăн чупакан Оля çав кунах Василий Павлович патне пырса алăран туртрĕ:

- Атя, асатте, урама тухатпăр!

Василий Павлович халĕ Марьинăра мар, Балашихăри кÿлĕ патĕнче уçăлса çÿрерĕ. Пĕччен те мар. Унпа юнашарах пĕчĕк хĕрпĕрчи сиккелерĕ. Юнашарах Коля та утса пычĕ.

- Мĕн эсĕ, асатте, салхуллă/ - ыйтрĕ Оля. - Пăх-ха, çанталăк епле хитре!

Чăн та, Василий Павлович кăштах сÿрĕкленнĕччĕ. Оля сăмахĕсене илтрĕ те тÿпенелле тинкерчĕ.

- Çанталăкĕ чипер! - терĕ вăл та. - Тĕрĕслĕх пур çак çутçанталăкра, - терĕ ватă çын хăйне хăй. - Ача чупать. Пурăнать. Унăн малашлăх пур. Манăн ĕмĕт - виличчен уншăн савăнас. Çакăнта мар-и тĕнчен тĕрĕслĕхĕ/

...Кÿлĕри хумсем те унпа килĕш-нĕн лăпкăн та шăппăн чÿхенчĕç...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика