Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Тăван халăхăн авалтан
пыракан йăли-йĕркисене кашнинех лайăх пĕлмелле, халăх пуянлăхĕн пĕр тупри те манăçа ан тухтăр, кашни уявне, йăли-йĕркине ахах пĕрчи вырăнне хурса упрар.
Тăван халăхăмăрăн юрри-кĕвви те, юмахĕ-халапĕ те, уявĕ те - пурте тулăх. Кашни уява чăвашсем анлă ирттереççĕ, вĕсенчен пĕри вăл - Питрав. Çак кун Туррăмăр пире Çветтуй Петрпа Павел апостолсене асăнса кĕл тума, вĕсенчен пулăшу ыйтма мĕнпур йывăрлăха пăхмасăр ыррине çеç шанма хистет.
Çĕрпелти чиркĕве Петрпа Павел апостолсен ячĕпе уçнă, çавăн хыççăн Питрав уявлама тытăннă. Така пусса шÿрпе пĕçернĕ, салат сăри вĕретнĕ, хăна-тăван пуçтарнă.
Ял çыннисем уява маларах хатĕрленме тытăннă, кил-çурта, урама тирпей-илем кÿнĕ, пÿрт çунă, чÿрече каррисене çуса çакнă. Пÿртри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кил хушшинче тирпейленĕ, урамсене, кил картийĕсене шăпăрпа шăлса тасатнă, кашни кил умнех ятарлă саксем тунă.
Питрав уявĕ валли ятарласа сăра вĕретнĕ, сĕтел çине хума апат-çимĕç хатĕрленĕ.
Питрава кашни киле кÿршĕ е аякри ялсенчен хурăнташсем лашасемпе килнĕ, тул çутăласпа анчах саланнă. Çакăн пек йăла пулнă, иртен-каян çынна хăналамасăр, сăра ĕçтермесĕр ирттерсе яман.
Тăван халăхăмăрăн юрри-кĕвви те, юмах-халапĕ те, йăли-йĕрки те, уявĕ те - пурте тулăх. Пирĕн çав пуянлăха упрамалла, пулас ăрусене вĕрентсе пымалла.
Эпир Çĕрпел ачисемпе, çамрăксемпе пĕрле кăçал та Питрав уявне йĕркелерĕмĕр.
Татьяна РОМАНОВА
Июль 2025 |