Ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе ветеранĕсем «Время СВОих» регион программинче вĕренме пуçларĕç. Вĕсем унта лекме темиçе тапхăрлă çирĕп суйлав витĕр тухнă.
Пĕр вырăна 12 çын таран пулнă. Программăна хутшăнма тивĕçнисем 33-ĕн. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те - Вăрнар округĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Балыков та - пур. Вăл хальхи вăхăтра Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ шутланать. Çак кунсенче округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова хăй Андрей Балыковăн наставникĕ пулнине хыпарларĕ. «Эпĕ хама çакăн пек чыс лекнĕшĕн мухтанатăп. Яваплăха туйса Андрей Алексеевича малашнехи пуçарусенче пулăшса пыма шантаратăп. Пĕрле эпир округ аталанăвĕшĕн, хăтлăлăхĕшĕн тăрăшăпăр», - палăртнă вăл.
Июль 2025 |