Шăрăх çанталăк тăнă пирки шыв çинче инкексен йышĕ самаях ÿсрĕ. Юлашки эрне хушшинче харăсах темиçе синкерлĕ тĕслĕх çырăннă.
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Атăл акваторийĕнче ют çĕршывран Чăваш ене вĕренме килнĕ икĕ студентăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вĕсем шыва кĕме юраман вырăнта ишсе уçăлас тенĕ. Анчах ку утăм вĕсемшĕн инкекпе вĕçленĕ. Путса вилнĕскерсене водолазсем пулăшнипе илсе тухнă. Улатăр округĕнчи 27-ри арçын та хăрушсăрлăх правилисене уяманнипе путнă. Вăл та кÿлĕре юраман çĕрте шыва кĕнĕ. Тата тепĕр хăрушă инкек утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хули çывăхĕнче çырăннă. Унта 12 çулти арçын ачан пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вăл юлташĕпе пĕрле пĕвере йывăç сулăпа ярăннă вăхăтра шыва ÿксе путса вилнĕ.
МЧС сотрудникĕсем хăрушсăрлăх правилисене çирĕп уямаллине, ирĕк панă ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕмеллине асăрхаттараççĕ. Саккуна пăссан 1000 тенкĕ штраф хураççĕ. 16 çултан кĕçĕнрех ачасене пĕччен шыв-шур хĕрне ямалла мар. Вĕсене пĕрле илсессĕн те пĕр çеккунт та тимлĕхсĕр хăварма юрамасть.
Июль 2025 |