Чăваш ен Патшалăх автоинспекцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи 6 уйăхра çул-йĕр çинче 11 инкек пулнине регистрациленĕ. Асра тытмалла: çул-йĕр хăрушлăх вырăнĕ шутланать.
Акă, инкек-синкекре машинăсем çапăннипе виçĕ тĕслĕхе, çуран çÿрекенсене транспорт таптанипе тăватă тĕслĕхе, машина çулран пăрăнса кайнăран шар курнипе тăватă тĕслĕхе шута илнĕ. Шел те, çул çинчи пăтăрмаха лекнисенчен 10-шĕ суранланнă, виççĕшĕ вилнĕ, çав шутра пурнăçран уйрăлнисенчен иккĕшĕ - çуран çÿрекенсем. Каласа хăвармалла, инкексем ытларах республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче шăматкун пулнă.
Палăртмалла, çуран çÿрекенсене çулпа ирттерсе яман водительсене тĕрĕслес енĕпе автоинспекторсем тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Çапла майпа 67 çынна явап тыттарнă.
Транспорт хатĕрĕпе çÿремешкĕн ирĕк илмесĕр тата водитель правине туртса илнĕ хыççăн пĕрех руль умне ларнисем - 96-ăн. Çак автомобиль хуçисен правăна административлă майпа пăсни çинчен калакан РФ Кодексĕн 12.7-мĕш статйипе килĕшÿллĕн явап тытмалла. Çын правасăр-тăк, 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенке çити штраф тÿлеттереççĕ. Çул-йĕр правилисене пăсакан хăшпĕр çынсем малалла та йĕркене пăхăнманни палăрать. Енчен те водитель удостоверенине туртса илнĕ хыççăн каллех руль умне ларсан транспорт хуçин 30 пин тенкĕ кăларса хума тивет е ăна 15 талăка арестлеме е 100 сехетрен тытăнса 200 сехетчен ĕçлеттерме пултараççĕ. Паллах, саккуна уяман гражданина мĕнле айăплассине судра пăхса тухаççĕ.
Хăшпĕр çуран çÿрекенсем те - вĕсем 115-ĕн - çул-йĕр правилисене пăхăнманни палăрнă. Вĕсене штрафланă. 27 çыннăн тумтирĕнче тĕттĕмре çутатакан элементсем пулман. Автоинспекторсем çĕрлехи çул çÿревçĕсене вырăна çитме пулăшнă.
Алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн транспортпа çула тухнисемшĕн саккун çирĕп. Çул-йĕр йĕркине сĕмсĕррĕн пăсакансем пысăк штраф «çаклатаççĕ» - 45 пин тенкĕ. Руль умне ÿсĕрле ларма юратакансем автомобильсĕр те тăрса юлма пултараççĕ. Кăçалхи 6 уйăхра 88 ÿсĕр водителе тытнă. Улттăшĕ права туртса илнĕ хыççăн тепĕр хут машинăпа çула тухнă. Эрех-сăра ăша янă водитель - пуриншĕн те пысăк хăрушлăх.
Çак тапхăрта административлă правăна пăсни çинчен çул-йĕр автоинспекторĕсем 1702 протокол çырнă. Çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ - чи хакли. Патшалăх автоинспекцийĕ тимлĕрех пулмалли, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен асилтерет.
Инкек-синкекрен сыхланас тесен çул-йĕр правилисене уямалла, сыхлăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Транспорт хуçисен асăрхануллă пулмалла. Пысăк хăвăртлăхпа çÿремелле мар. Хаяр шĕвек ĕçнĕ хыççăн руль умне ларас çук. Çуран çÿрекенсен тимлĕхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн çул-йĕр çинче инкек-синкек тухма пултарать.
Геннадий Казыкин, полицин
«Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Июль 2025 |