Юлашки 3 уйăхра 37 çынна çĕлен сăхнине шута илнĕ.
Утă уйăхĕ пуçланнăранпа 13 çыннăн медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ, çав шутра 11-шĕ — хĕрарăмсем. Вĕсене çырлара тата пахчара ĕçленĕ чухне çĕлен сăхнă.
Çĕлен сăхсан васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнмелле. Тухтăрсем сурана таса татăкпа çыхса сивĕ хума сĕнеççĕ. Çавăн пекех инкеке лекнĕ çынна тÿрĕ çĕре вырттармалла. Сăхнă вырăна хускатма кирлĕ мар. Шыв е чей ĕçтерсен аван.
Аллерги аптратать пулсан эмел памалла.
Асра тытăр! Çутçанталăкра чухне, çырла-кăмпа пухнă вăхăтра çÿллĕ атă, хулăн шăлавар тăхăнни çĕленрен сыхланма пулăшĕ.
Сăмах май, çĕлене куртăр пулсан, ăна пырса ан тĕкĕнĕр, асăрханса майĕпен айккинелле пăрăнăр.
Пирĕн республикăра наркăмăшлă пĕр çĕлен çеç. Вăл - хура çĕлен. Тимлĕ пулăр, сывлăха упрăр!
Елена ТОЛСТОВА
Июль 2025 |