«Нарспи» поэма - икĕ чĕлхепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:12 Просмотров: 16

«Нарспи» поэма чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать.

Тĕпре – Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвĕ. Çамрăк поэт ăна 17 çулта çырнă, поэмăри сюжет çивĕчлĕхĕ, сăнарлăхĕ кирек хăш ÿсĕмри вулакана та тыткăнлать.

Произведени пирвайхи хут 1908 çулта кун çути курнă, унтанпа ăна нумай хут пичетленĕ, тĕрлĕ чĕлхене куçарнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче «Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курчĕ. Вырăсла Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Кăларăм хуплашкине Александр Федоров çамрăк художник хатĕрленĕ, кĕнекене Наталия Орлова илемлетнĕ.

Владимир СТЕПАНОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика