Çулла пуçласан лайăхрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:13 Просмотров: 38

Организма пиçĕхтерме çулла пуçламалла, мĕншĕн тесен çак вăхăтра шăнса пăсăлас хăрушлăх пĕчĕк. Ку аслисемшĕн те, пĕчĕккисемшĕн те усăллă пулĕ.

Организма пиçĕхтерни - физиотерапи меслечĕ. Çутçанталăк факторĕсем организм çине витĕм кÿнипе иммунитет тата сывлăх çирĕпленет. Пиçĕхтерни усăллă пултăр тесен икĕ правилăна пăхăнмалла. Процедурăсене пĕчĕккĕн кĕртмелле тата тăтăшах ирттермелле. Пĕчĕк ачасемшĕн сывлăш ваннăйĕсем усăллă. Малтанах ачана хывăнтарса 22 градусра 3-5 минут тытмалла. Малалла вăхăта 10-15 минута çитермелле, температурăна 18 градус таран чакармалла.

Организма сывлăшпа пиçĕхтернĕ хыççăн шыв çине те куçма юрать. Вырăнти тата пĕтĕмĕшле шыв процедурисене уйăраççĕ. Чи ансатти - урасене шывпа сапни. Малтанласа шыв температури 30 градус пулмалла. Кашни кун ăна 1-2 градус чакарса 14–16 градуса çитермелле. Урасене шывпа хăвăрт сапса алшăллипе шăлса типĕтмелле. Сивĕ ?180С% тата ăшă ?380С% шыва черетлесен лайăхрах.

Спорт пирки те манмалла мар. Уçă сывлăшра упражненисем туни организмшăн уйрăмах усăллă. Органсем кислородпа пуянланаççĕ, терморегуляци процесĕсем хăвăртланаççĕ. Спорт занятийĕсем хыççăн шыв процедурисене ирттерме сĕнеççĕ.

Хĕвел çинче пулни те организмшăн усăллă. Хĕвел пайăркисен витĕмĕпе «Д» витамин пулать. Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх правилисем пирки те манмалла мар. Пуçа хÿтĕлемелле тата ирхи 10–11 сехетчен çеç хĕвел çинче хĕртĕнмелле.

Ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ чухне организмăн хăйнеевĕрлĕхне тата сывлăх уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Ачасемшĕн пĕтĕм процедура вăйă мелĕпе иртмелле. Сывлăхлă пулăр!

Ирина ИРБИТСКАЯ,

медицина сестри

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика