Маларах тухаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:25 Просмотров: 37

Виçĕ е ытларах ача çуратса ÿстернĕ амăшĕсен тивĕçлĕ канăва маларах тухма право пур. Ăна саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Виçĕ ачаллă хĕра-рăмсем пенсие 3 çул маларах- 57 çулта, тăватă ачаллисем - 56 çулта, пилĕк е ытларах ачаллисем - 50 çулта тухма пултараççĕ.

Пенсие маларах тухма нумай ачаллă амăшĕсен ачисене 8 çул тултариччен пăхмалла, вĕсен страхлав стажĕ 15 çултан, пенси коэффициенчĕ 30-тан сахалрах пулмалла мар. Ачасене усрава илнĕ нумай ачаллă хĕрарăмсен те тивĕçлĕ канăва маларах кайма право пур. Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнисем вара пĕтĕмĕшле правилăсене пăхăнаççĕ.

Ачасене çулталăк çурă тултариччен пăхнă тапхăра ?пĕтĕмпе 6 çултан ытла мар% страхлав стажне кĕртеççĕ. Пĕрремĕш ачапа ларнăшăн пĕр çулшăн 1,8 пенси коэффициенчĕ хушăнать, иккĕмĕшĕшĕн - 3,6, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн - 5,4.

2025 çулта нумай ачаллă 353 амăшĕ пенсие маларах тухнă. Вĕсенчен 39-шĕ пилĕк е ытларах ача, 48-шĕ тăватă ача, 266 -шĕ 3 ача çитĕнтереççĕ.

Çавăн пекех ачаран инвалида ÿстерекен ашшĕн е амăшĕн те тивĕçлĕ канăва маларах кайма ирĕк пур. Харпăр хăй пенси коэффициенчĕ çителĕклĕ тата страхлав стажĕ 15 çул пулсан амăшĕ 50 çулта, страхлав стажĕ 20 çула çитсен ашшĕ 55 çулта пенсие тухма пултараççĕ.

Срокчен маларах пенсие тивĕçмелли право пуррипе çуккине пĕлме документсемпе Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕн Клиент службине çитмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика