Çар-истори фестивалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:25 Просмотров: 42

Чăваш енре тăваттăмĕш хут Пĕтĕм Раççейри çар-истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен «Чикĕре» фестивальне йĕркеленĕ. Вăл утă уйăхĕн 17-20-мĕ-шĕсенче Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене тума хутшăннисене асăнса Куславкка округĕнче уçнă мемориал комплексĕнче иртнĕ.

Фестивале Раççей Федерацийĕнчи 20 регионти 160 ытла шыравçă тата 100 ытла реконструктор хутшăннă. Вĕсем шырав тата археологи ĕçĕ-хĕлне йĕркеленĕ. Фестиваль спикерĕсем Чăваш енри, Мордвари, Тутарстанри тата Мари Элти ăста шыравçăсем пулнă. Ачасем пĕлĕвне тарăнлатнисĕр пуçне культура мероприятийĕсене те хутшăннă: патриотлăх юррисен концертне, «Астăвăм çурти» акцие тата ыттисене. Çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе те тĕл пулнă, палăк патне чечек хунă.

Мероприятин тĕп пайĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи Хĕвелтухăç Прусси операцийĕн реконструкцийĕ. «1945 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен иртнĕ операцие пирĕн ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-полковник йĕркеленĕ. Вăл ун чухне 2-мĕш Беларуç фрончĕн штаб пуçлăхĕ пулнă, - каласа кăтартнă реконструкци йĕркелÿçисенчен пĕри, «Тинĕс драконĕсем» истори клубĕн ертÿçи Евгений Васильев. - Ку операцие стрелоксен Шупашкар хулинче йĕркеленĕ 324-мĕш тата 139-мĕш дивизийĕсем хутшăннă. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕн çулталăкĕнче хамăр тăрăхри паттăрсемпе çыхăннă истори пулăмĕсене чĕртсе тăратни питĕ вырăнлă пулĕ тесе шухăшларăмăр».

Фестиваль кунĕсенче çавăн пекех Чăваш наци музейĕн экспоначĕсемпе паллашма май пулнă. «Казак станци» лапамра казаксен çар хатĕрĕсен, тумĕсен куравне йĕркеленĕ. «Воин» центр пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли оборудование, дронсене кăтартнă. Мордва, Мари республикисен шырав отрячĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарнă.

Фестивале Кивçурт Енĕшри Совет Союзĕн Геройĕ С.И.Илларионов музейĕн ертÿçи Вячеслав Алексеев та ?сăнÿкерчĕкре% хутшăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика