Агротехника - ял хуçалăхĕн «чĕри»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:27 Просмотров: 29

Çĕрпÿ округĕнчи «Уй-хир кунĕ» курава Раççейĕн 15 регионĕнчи 69 организаци хутшăннă.

Уй-хир кунне Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитнĕ. Вăл курав ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕшĕн, çĕр çинче ĕçлекенсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă. «Агротехника çĕнелсех пырать. Хальхи вăхăтра хирсенче хăватлă трактор-комбайн ĕçлет. Вĕсем ĕçе вăхăтра тата хăвăрт тума пулăшаççĕ», - тенĕ Олег Алексеевич.

Куравра Раççейре, Китайра, Беларуçра тата ытти çĕршывра туса кăларнă агротехникăпа, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе çитĕнтермелли хутăшсемпе, чир-чĕрпе тата хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли препаратсемпе, тырă сорчĕсемпе паллаштарнă.

Ял хуçалăх техники сутакан 28 организаци курава 200 ытла трактор-машина тăратнă. Çав шутра Чăваш Республикинче туса кăларнă «Агромаш-Lovol 904» хурçă ут та пулнă. Вăл ял хуçалăхĕнче йывăр ĕçсем тăвать, тĕрлĕ груз турттарать.

Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ ял хуçалăх культурисен сорчĕсемпе паллаштарнă. Вĕсене çитĕнтерме тĕрлĕ агротехнологипе усă кураççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче аграри предприятийĕсене çĕнĕ техникăн уççисене панă. Вăрнар тăрăхĕнчи «Мураты» кооператив Беларуç Республикинче туса кăларнă тырă вырмалли комбайнлă пулнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика