Эрнекун Вăрнар округĕ пысăк хăнана - Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрне Оксана Лута йышăнчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, Министрсен Кабинечĕн председателĕпе Сергей Артамоновпа тата округ пуçлăхĕпе Надежда Никандровапа пĕрле вăл Ершепуç территорийĕнче вырнаçнă «Балтика-Агро» тулли мар яваплă обществăн хăмла плантацийĕсене çитсе курчĕ.
Предприяти республикăн 2030 çулчченхи тапхăра йышăннă социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программи йĕркипе хăмла ĕрчетессипе мегапроекта хутшăнать. Паянхи куна хăмла плантацийĕсем 22 гектар йышăнаççĕ. 18 гектарĕ çинче пучахĕсене туса илеççĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи тухăçлăхĕ гектартан 11,4 центнерпа танлашнă. Пĕтĕмпе вара иртнĕ çул 21 тонна хăмла пухса илнĕ. Ку гектарсем - унччен «Агрохмель» агрофирма ĕçленĕ плантацисем. «Балтика-Агро» вара хăмла лаптăкĕсене самай пысăклатнă - тата 38 гектар. Вĕсенче хамăр çĕршыври селекторсем çитĕнтернĕ тунасене çакасшăн. Малашлăхра вара хăмла лаптăкне 134 гектара çитересшĕн.
Оксана Лут хăмла плантацийĕсене пăхнă хыççăн кăмăллă пулни палăрчĕ. Тулма пуçланă пучахсем чăнахах та тыткăнлаççĕ. Федераци министрĕ илĕртÿллĕ шпалерсене хăйĕн телефонĕ çине те ÿкерсе илчĕ.
Пысăк хăнасене сăра вĕретнин авалхи йăли-йĕркине кăтартрĕç. Шупашкарти «Çавал» ансамблĕн артисчĕсен юррин çемми май Вăрнар артисчĕсем чăвашсен çемçе те техĕмлĕ сăрине «хатĕрлерĕç».
Оксана Лут компани представителĕсене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ. Ун сăмахĕсемпе, Чăваш ен - хăмла çитĕнтерессипе лидерсен шутĕнче. 2030 çул тĕлне çĕршыв потребноçĕн çуррине хамăрăн производствăпа тултарасшăн.
«Йăла-йĕрке вăйлă!» - терĕ вăл уйрăлас умĕн.
Каламалла, Оксана Лутăн Чăваш Республикинчи ĕçлĕ çÿревĕ тулăх пулнă. Вăрнар тăрăхне киличчен вăл Олег Николаевпа пĕрле «Пехет» фермер агромаркетне уçнă. Кунашкалли çĕршывра урăх çук. Унта республикăри 50 ытла хуçалăхăн продукцийĕ вырăн тупнă. Вăл шутра - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата «Вурнары Завод СОМ» обществăн аш-какай тата сĕт изделийĕсем те.
Ĕçлĕ программăпа министр Чăваш патшалăх аграри университетĕнче, «ЧебоМилк» предприятире тата Çĕрпÿ округĕнчи Чурачăкри çĕнĕ шкулта пулнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2025 |