Çакăн пек ĕмĕтпе тахçантанпах пурăнатпăр. Ыйтăвĕ вара питех те çивĕч - Тĕп урамран Ивушка ур-амне каçмалли çул юсавне тивĕçлĕ пурнăçламанни.
Июлĕн 11-мĕшĕнче Мăньял Хапăсра ял çыннисемпе канашлу иртрĕ. Унта Вăрнар округ администрацийĕн представителĕсем, вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ хутшăнчĕç.
Проблемăллă ку çул лаптăкĕ пирки 2023 çултанпа темиçе пуçлăхпа та тĕл пултăмăр. Анчах, шел те, пирĕн ĕç майлă татăлмасть-ха. Округ администрацийĕн строительство пайне çырма урлă каçмалли çула йĕркене кĕртме проектпа смета документацине хатĕрлеме хушнă теççĕ те. Ĕç вара хăçан вырăнтан тапранать-ши/ Шантарни сăмах вĕççĕн кăна ан юлтăрччĕ...
Мăньял Хапăсри Ивушка урамĕнче пурăнакансем
Июль 2025 |