Вăтам шкул пĕтерсен ун юлташĕсем аслă пĕлÿ илме Шупашкара тухса кайрĕç. Амăшĕ пĕчченех те, чирлекелет те, укçи-тенки те çукрах та - Микула ялтах юлчĕ. Колхоза шофера вырнаçрĕ.
Ах! Питĕ каяс килетчĕ унăн та тĕп хулана, юлташĕсем пек асфальт çийĕн шак! шак! шаклаттарса утас килетчĕ. Хулинче вара пĕрре те пулман, çывăхрах та, аякрах та курман...
Çуллахи илемлĕ ир Микулана колхоз правленийĕнче путевка тыттарчĕç. Шупашкара яраççĕ-мĕн. Эх, епле хĕпĕртерĕ ял ачи! Çулне-йĕрне пĕлмесен те, урамĕ-тăкăрлăкĕсене чухламасан та питĕ савăнчĕ вăл.
Чăн та, питĕ тĕлĕнчĕ Микула хулана çитсен. Капмар çуртсем, чаплă машинăсем, хитре тумланнă çынсем... Шăршийĕ, хула шăршийĕ мĕне тăрать тата!
Кашни кунах кайма хатĕрччĕ те ял ачи тĕп хулана, анчах та колхоз ĕçĕсем сайра хутра кăна тупăнкаларĕç унта. Микула хаваспах çула тухасса пĕлсе пĕр иккĕленмесĕрех правленирисем ăна путевка тыттаратчĕç. Лешĕ, хĕвел пек йăл-йăл çиçекенскер, мăнаçлăн тухатчĕ колхозри тĕп çуртран, председатель алă пуснă хута пурте курмалла аллине тытатчĕ.
- Паян ăçталла тĕрлеттеретĕн-ха/ - юриех ыйтатчĕç тусĕсем.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Июль 2025 |