Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемье членĕсене тĕрлĕ ырă ĕçе хутшăнтарасси тимлĕхрех.
Юнкун, акă, Вăрнарти историпе краеведени музейĕ вĕсене кăсăклă мастер-класа чĕнчĕ. Елена Шарипова директор тата халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕ Елена Степанова пусма татăкĕсенчен йĕп чикмелли минтер çĕлеме сĕнчĕç.
Пĕрре пăхсан, ĕç йывăрах мар пек, анчах та тăрăшмалăх пулчĕ. Кам алăпах çĕлерĕ, кам вара çĕвĕ машинипе усă курчĕ. Чи хавхалантараканни вара - куç умĕнчех тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕклĕ издели çурални.
Ĕç ăшă калаçупа çыхăнчĕ. Пухăннисем ача чухне, çамрăкла çĕвĕпе туслă пулнине аса илчĕç, пэчворк техники алăсемшĕн çеç мар, шухăшлавшăн та усăллă пулнине палăртрĕç. Мастер-класс йывăр шухăшсене сирнине те пытармарĕç...
Ку тĕлпулу Пĕтĕм Раççейри «Музей эрни» акци йĕркипе иртрĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2025 |