Тÿлев ÿсет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.07.2025, 15:30 Просмотров: 24

Чăваш енре ачаллă çемьесене пулăшу мерисемпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Çак кунсенче республика правительстви нумай ачаллă çемьесене шкул форми туянма паракан тÿлеве индексацилеме палăртнине пĕлтернĕ.

Ÿстернĕ хыççăн ун виçи кашни ачашăн 14280 тенкĕпе танлашмалла ?малтан 12860 тенкĕ пулнă%. Индексацие инфляци шайĕ тата хаксем ÿснине шута илсе ирттерме йышăннă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 128 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çăмăллăхăн ку тĕсне тивĕçме пĕтĕмĕшле тупăша пăхаççĕ, вăл çемьери кашни çын пуçне регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла. Пурлăха та шута илеççĕ.

Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта пулăшун ку мерипе 4583 çемьене тивĕçтернĕ. Вĕсене 8865 ачашăн пĕтĕмпе 114 миллион тенкĕ тÿленĕ.

Нумай ачаллă çемьесем тата тепĕр çăмăллăхпа та усă курма пултараççĕ. Вĕсен ачисене республикăра вырнаçнă вĕренÿ заведенийĕсенче ?колледжсенче, ВУЗсенче% 2025-2027 çулсенче тÿлевлĕ вĕрентсен, тăкаксен 50 процентне каялла илме май пур. Тĕп услови - ача кĕрет ?очно% майпа пĕлÿ илни. Вĕренĕвĕн тĕрлĕ формишĕн - бакалавриат, магистратура, ординатура, аспирантура тата интернатура - компенсаци илме май пур. Çăмăллăх «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Заявленисене нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика