Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ производство аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерес, ÿсентăрансене хÿтĕлекен хими продукцийĕн рынокĕнче малти позицисене тытса пырас тĕллевпе çĕнĕ препаратсене хатĕрлесе кăларасси тĕпре.
Заводăн 180-мĕш цехĕнче, акă, ÿсентăрансене сăтăр тăвакан кăпшанкăсене пĕтерекен «Коллайдер» çĕнĕ препаратăн анлă производствине пуçарса янă. Вăл колорадо нăррисемпе, купăста лĕпĕшĕсемпе, ÿсентăран пыйтисемпе, улмуççи хурчĕсемпе, совка, листовертка текен тата ытти сиенлĕ кăпшанкăсемпе витĕмлĕ кĕрешме пулăшать.
- Ку препарата хатĕрлеме çĕнĕ йышши веществопа усă курнă. Çавăнпа та вăл унчченхи инсектицидсене «хăнăхнă» сăтăрçăсене те тĕп тăвать, - ăнлантарать «Август» компанин наука сотрудникĕ Лилия Морошкина. Вăл, Мускавран килсе çитнĕскер, препарата Вăрнарти заводра кăларассине хута яма хăй те хутшăннă.
«Коллайдер» колорадо нăррисемпе кĕрешес ĕçре уйрăмах пысăк пулăшуçă пулса тăрасси иккĕлентермест. Вăл çĕрулми культурине нăрă хурчĕсем сиенлессине те асăрхаттарать, сăтăрçăсем çăмарта хуричченхи тапхăрта е хунă хыççăн тÿрех сирпĕтсен уйрăмах активлă.
Çĕнĕ препаратăн пыл хурчĕсене сиен кÿреслĕхĕ пĕчĕкки те аграрисемшĕн лайăх пахалăх. Çавăнпа та ăна авиаци мелĕ пулăшнипе усă курма та май пур.
Людмила ИВАНОВА
Июль 2025 |