Июлĕн юлашки вырсарникунĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, Çар-тинĕс флочĕн кунне паллă тăваççĕ. Çĕршывăмăрăн мăнаçĕ пулса тăракан çар тĕсĕнче пирĕн ентешсенчен те чылайăшĕ службăра тивĕçлĕ тăнă. Хальхи вăхăтра та çамрăксем Раççейĕн тинĕс чиккисен хуралĕнче хастар. Уяв умĕн, акă, Çар-тинĕс флочĕн ветеранĕсенчен чи аслисенчен пĕри пирки каласа кăтартас килет.
Пирĕн округри хисеплĕ çынсенчен пĕри - 93-ри Павел Антонович Антонов - Хурăнсур Çармăс ялĕнче кун çути курнă. Йышлă та сăпайлă, ĕçчен çемьере ÿснĕ вăл. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ хаяр вăрçă çулĕсене лекнĕрен мĕн пĕчĕкренех нуши-тертне сахал мар курма тивнĕ арçын ачан. Шкулта пĕлÿ пухма вĕренÿ пособийĕсем те пулманнине, тетрадьсем çуккипе кĕнеке страницисем çинче йĕркесем хушшине çырма тивнине аса илет халĕ хисеплĕ ватă. Вĕренÿ те сентябрĕн 1-мĕшĕнчен мар, колхоз уй-хирĕнчен тухăçа пуçтарса кĕртсен кăна, октябрĕн 1-мĕшĕнче, пуçланнă-мĕн. Уроксем хыççăн та аслă классенче вĕренекенсем йĕтем çинче кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă. Каçхине вара ĕçлесе ывăннă ачасене пăтă çитернĕ, выçăскерсемшĕн вăл та питĕ тутлă туйăннă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ярослав НИКИФОРОВ
Июль 2025 |