Наградисем çемйисенче упранĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.07.2025, 15:33 Просмотров: 20

Шел те, çар хирĕçтăрăвĕсем çухатусăр пулмаççĕ. Паян та çăмăл мар вăхăтра çĕршыв хÿттине тăнисем хăйсене шеллемесĕр пирĕн тăнăçлăхшăн кĕрешеççĕ. Хăйсем çине илнĕ тивĕçе паттăррăн пурнăçлакансене чыс та мухтав. Анчах, питĕ шел, çĕр çинчи усала тĕп тăвассишĕн, мĕнпур халăхсем ирĕклĕ те мирлĕ пурăнассишĕн тепĕр чухне ытла та пысăк хак тÿлеме тивет...

Калинино салинче пурăннă Алексей Петрович Сергеев тата Кивьял Хапăсра çуралса ÿснĕ Александр Юрьевич Никитин та çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе, пирĕн хăрушсăрлăха тивĕçтерес тесе пурнăçĕсене панă. Алексей Сергеев сержант, уйрăм командирĕ, - пĕлтĕр февралĕн 17-мĕшĕнче* мотострелоксен уйрăмĕн наводчикĕ пулнă Александр Никитин вара сентябрĕн 3-мĕшĕнче ятарлă çар операцийĕнче пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçланă чух пуçĕсене хунă. Иккĕшĕ те вĕсем, пысăк тивĕçе туйса, йывăр тапхăрта çар ретне хăйсен ирĕкĕпе тăнă.

- Вĕсен çарти чыслă ĕçĕсем нихăçан манăçмĕç, тăванĕсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те хăюлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç, - палăртрĕ, акă, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова. Вăл юнкун ЗАГС пайĕнче хастар салтаксен астăвăмне халалласа иртнĕ торжествăлла мероприятие хутшăнчĕ.

Республикăн Çар комиссариачĕн представителĕн, «Время СВОих» регион программин участникĕн Андрей Балыковăн миссийĕ вара уйрăмах хумхануллă пулчĕ. Алексей Сергеевăн тата Александр Никитинăн патшалăх наградисене вăл вĕсен çемйисене ĕмĕрлĕх управа пачĕ. Раççей Президенчĕн Указĕпе СВО участникĕсене Хăюлăх орденĕпе чыслама йышăннă. Андрей Балыков çывăх çыннисем паттăр ывăлпа, мăшăрпа, ашшĕпе чăннипех мухтанма тивĕçлине каларĕ.

Мухтавлă çĕршыв хÿтĕлевçисен йышĕнче çавăн пекех - Авшак Элменте çуралса ÿснĕ Игорь Иванович Филиппов та. СВО зонинче вăл 2023 çултан. Шел те, харсăр салтак Луганск Республикин территорийĕнчи хĕрÿ çапăçусенчен пĕринчен тухайманни паллă. Игорь Ивановича Оборона министерствин приказĕпе «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе палăртма йышăннă. Ашшĕн сумлă награди ывăлĕн управĕнче пулĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика