Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ĕçлĕ визитпа «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăра пулнă.
Ку аграри хуçалăхĕ Вăрнар тăрăхĕнче чи малтан тырă вырма тухнă. Уй-хир карапĕсем сарă тинĕсре мăнаçлăн ишеççĕ.
Комбайнерсем тырпула тăкаксăр пухса кĕртме тăрăшаççĕ.
Кĕрхи ырашăн малтанхи гектарĕсене пухса кĕртессине хăвăртах вĕçленĕ ĕнтĕ, тухăç лайăх.
Округĕпе илсен, пĕрчĕллĕ культурăсене 18 пин ытла гектар çинче вырмалла, çав шутра 6 пине яхăн кĕр тыррисем.
Уяр çанталăкра уй-хир ĕçĕсем кал-кал та хăвăрт пыраççĕ. Пуçламăшĕ пур. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, вырма ăнăçлă иртмелле.
Хамăр инф.
Июль 2025 |