Округри ветстанцире тăрăшакансем сĕт-çу фермисене хĕле хатĕрлеме пулăшаççĕ
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси - тырпул çитĕнтересси пекех яваплă ĕç. Аш-пăш, сĕт туса илесси хуçалăхсен экономикине тĕревлетме пулăшать.
Выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплăха туякан чылай хуçалăхра çуллахи тапхăрта фермăсене дезинфекцилеме тăрăшаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама ветстанцире тимлекенсене чĕнеççĕ. Вĕсем хăйсене шаннине тÿрре кăлараççĕ, чылай çул тăрăшса чир микробĕсемпе кĕрешес ĕçре паха опыт пухнă.
- «Мураты» кооператив - паха тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсенчен пĕри. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕллевлĕ аталантарать. Хуçалăхра чĕрчунсене йĕркеллĕ условисенче тытас тесе çулленех тăрăшаççĕ, - терĕ округри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев витесене кĕрсе курнă май. - Кооперативра выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене юсассине, çĕнетессине, чир-чĕр сарăласран профилактика мероприятийĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа ĕç кăтартăвĕсем пысăк.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Июль 2025 |