Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Анчах асăрхансан-сыхлансан хурлăх тата сиен кÿрекен чылай сăлтава сирме пулать. Раççейре, акă, йăлари газ сирпĕннĕ тĕслĕхсем нумайланнине пĕлтереççĕ.
Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче газ оборудованийĕпе хăрушсăрлăх йĕркине пăсса усă курнăран инкексем тăтăшрах тухнă-мĕн. Сăлтавĕсем ялан тенĕ пекех пĕрех: плитасемпе колонкăсене специалистсене чĕнмесĕр харпăр хăй вырнаçтарни, оборудованипе тĕтĕм çулĕсене сайра хутра кăна тĕрĕслеттерни тата газ шăршине туйсан çакна тимлĕхе илменни. Асăрханусăрлăх вара хакла ларма пултарать: арканнă хваттерсемпе çуртсем, сывлăхĕсем сиенленнĕ çынсем, е тата вĕсен пурнăçĕ татăлни те...
Манмалла мар, газ пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Унпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Инкек ан тухтăр тесен:
Кил-çуртра хăвăр тĕллĕн газ оборудованине вырнаçтарма, юсама, куçарма юрамасть.
Техника тĕрĕслевне палăртнă йĕркепе ирттермелле. Çакна валли ятарлă специалистсене чĕнсе илĕр.
Юсавсăр приборсемпе вуçех те усă курмалла мар.
Газ тухса тăнине сиссен мĕн тумалла-ха/ Ку служба специалисчĕсем çакăн пек сĕнÿсем параççĕ:
Газ шăршине туйрăр-тăк, çутă çутма юрамасть.
Газ пырса тăрассине чармалла.
Пÿлĕме уçăлтарма чÿречесене уçмалла.
Вăхăта тăсмасăр пÿлĕмрен тухмалла.
«104» номерпе шăнкăравласа пулăшу чĕнмелле.
Тимлĕхе ан çухатăр, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Хăрушсăрлăх чи ансат правилăсенчен пуçланать.
Июль 2025 |