Синоптиксем Чăваш ен терри-
торийĕнче аслатиллĕ çумăрсем иртме, çилсем вăйланма пултарассине асăрхаттараççĕ. Инкеклĕ лару-тăрусем тухасран çăлав службисем те уйрăм хатĕрлĕх йĕркипе ĕçлеççĕ.
Çăлавçăсем асăрхаттараççĕ: аслати-çиçĕм - çутçанталăкăн хăватлă пулăмĕ кăна мар, çынсемшĕн пысăк хăрушлăх та. Уйрăмах пĕччен йывăçсене, уçă вырăнсене тата металл конструкцисене çапма пултаракан çиçĕмсем хăрушă-мĕн. Вĕсем сывлăхпа пурнăçа сиен кÿрессинчен мĕнле сыхланмалла-ха/ МЧС сотрудникĕсем çакăн пек усăллă сĕнÿсем параççĕ:
Енчен те эсир урамра-тăк:
Пĕччен тăракан, уйрăмах çÿллĕ, тухса тăракан туратсемлĕ йывăçсем айĕнче пытанма юрамасть.
Металл хÿмесем, электролинисен юписем тата электричество яракан ытти конструкцисем çумне ан пырăр.
Уçă вырăнсенчен - уй-хиртен, çарансенчен, шыв-шуртан - аякра пулăр.
Чупмалла мар - çиçĕм-аслати чухне пуçа пĕксе тата ăна алăпа хупласа, хуçланса ларни шанчăклăрах.
Çак вăхăтра эсир шывра-тăк:
Хăвăртрах пĕве-кÿлĕрен тухăр - шыв электричество ярать.
Çыран хĕрринчен кайăр та хăрушсăр вырăнта пытанăр.
Автомобильте пулсан:
Транспорт хатĕрĕнчен тухмалла мар - машина çиçĕм-аслати алхаснă вăхăтра чи хăрушсăр вырăнсенчен пĕри.
Машинăра чÿречесене хупмалла тата радио сÿнтермелле.
Енчен те эсир килте пулсан:
Электросетьрен мĕнпур прибора кăларăр.
Стационарлă телефонпа ан усă курăр.
Чÿречесемпе алăксене хупăр, металл япаласемпе электропроводкăран аякра пулăр.
Çакă та пĕлтерĕшлĕ: йывăçсем ÿксен, электричество пралукĕсем татăлсан е ытти инкеклĕ лару-тăру тухсан пĕрлехи пулăшу телефонĕпе ?112% шăнкăравласа пĕлтермелле.
Асра тытăр: асăрхануллă пулни нихăçан та ытлашши мар. Хăрушсăрлăх йĕркине хăвăр та пăхăнăр, çывăх çынсене те аса илтерĕр.
Ирина ПЕТРОВА
Июль 2025 |