Ялсене автоклубсем çитĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2025, 15:36 Просмотров: 19

Яллă вырăнсенче культура пурнăçне пуянлатасси те республикăра уйрăм тимлĕхри тĕллевсен шутĕнче. Çак ĕçре юлашки вăхăтра «кустăрма çинчи» клубсем те нумай пулăшаççĕ. Вĕсем шăпах та аякри, хăйсен культура центрĕ çук ялсенче концертсем, уявсем йĕркелеме питĕ меллĕ.

Çакăн пек автоклубсем кĕçех республикăри тепĕр çичĕ округра хушăнĕç. Вĕсене туянма субсидисем уйăрасси пирки постановление Чăваш ен Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă ĕнтĕ. Документа конкурс суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Унччен вара комисси муниципалитетсенчен килнĕ заявкăсене тĕплĕн тишкернĕ, вĕсене ырласа тивĕçтерме йышăннă.

Палăртнă тăрăх, муниципалитетсене пĕтĕмĕшле 65,8 млн тенкĕ уйăрĕç, кашнине - 9 млн тенкĕ ытла. Пĕлтерме кăмăллă: автоклуб туянма субсиди Вăрнар округне те тивĕçет.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика