Тĕрĕслев иртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2025, 15:36 Просмотров: 13

Черетлĕ хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасси те инçе мар.

Вăл тикĕс, пăтăрмахсемсĕр ирттĕр тесе халех тĕплĕ хатĕрленни кирлĕ. Çавна май округра юсав-хатĕрленÿ ĕçĕсемпе пĕрлех асăрхаттару мероприятийĕсем те иртеççĕ.

Ку эрнере, сăмахран, топливăпа энергетика комплексĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсенче аварийлĕ лару-тăрусене сирессипе вĕренÿ тренировкине йĕркеленĕ. Тĕрлĕрен аварисем, инкек-синкек тухас-тăк, яваплă службăсем вĕсен сиенне хăвăрт сирме хатĕр-и, пĕрле çыхăнса ĕçлессине йĕркеленĕ-и, техника майĕсем çителĕклĕ-и - тĕрĕслев çак ыйтусем çине хурав панă.

Тренировка условийĕсемпе килĕшÿллĕн, поселокри пĕр котельнăйра кĕтмен лару-тăру «тухнă» иккен: электроэнерги çуккипе нумай хваттерлĕ çурта ăшă килме «пăрахнă». Аварийлĕ службăсен шăпах та çак пулăма сирессипе ĕçлеме тивнĕ. Пĕрлехи диспетчер служби яваплă должноçри çынсене пĕлтернĕ хыççăн вырăна «Канашские электрические сети» организацин Вăрнарти участокĕн, «Газпром газораспределение Чебоксары» общество филиалĕн, «Максимум» управляющи компанийĕн бригадисем килсе çитнĕ. Асăрхаттаруллă вĕренĕве çавăн пекех республикăн Строительство министерствин, Çурт-йĕр инспекцийĕн, Чăваш ен МЧС-ĕн тата округ администрацийĕн представителĕсем те хутшăннă.

Вĕренÿ кăтартăвĕсене аван тесе хакланă - мĕнпур подразделенисен хатĕрлĕхĕ лайăх шайра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика