Пулăшу тĕрлĕ енлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2025, 15:38 Просмотров: 21

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра «Мирлĕ пурнăçа утăм» проект пурнăçланать. Унăн тĕп задачи - ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене служба тапхăрĕнче те, çартан киле таврăнсан та пулăшу кÿрессипе комплекслă тытăм туса хурасси.

Проект тĕрлĕ енсене çавăрса илет - медицинăпа психологи пулăшăвĕнчен тытăнса ĕçе вырнаçтарасси, предпринимательлĕх ĕçне пуçарма хавхалантарасси, вĕренĕве явăçтарасси тата ытти таранах. Çакăн пек анлă меслет СВО участникĕсем тата вĕсен çывăх çыннисем валли социаллă çирĕп тĕрев йĕркелеме май парать.

Каламалла, «Пулăшу десанчĕ» те ку проектăн тĕп пайĕ пулса тăчĕ. Пĕрремĕш уйăхра кăна специалистсен мобильлĕ ушкăнĕ муниципалитетсенче тăхăр тĕлпулу ирттернĕ. Йышăнусем вăхăтĕнче 226 çын консультацисем илме пултарнă. 409 ыйтуран, акă, 336-шне вырăнтах татса панă, 43-шĕ - ĕçре. Ыйтусем тĕрлĕрен темăсемпе çыхăннă: тÿлевсемпе наградăсене, статуса çирĕплетесси, медицина тата психологи пулăшăвне тивĕçесси, çурт-йĕр проблемисене татса парасси, ачасене аслă шкулсене вĕренме кĕртесси, хыпарсăр çухалнисене шырасси тата ытти те.

Паян Чăваш енре ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшăвăн 50 ытла тĕсĕ ĕçлет. Çав шутра республика çартан таврăннă боецсене ĕçе вырнаçтарассине те пысăк тимлĕх уйăрать: предприятисенче вĕсем валли резерв вырăнĕсем уйăраççĕ, ĕç шыравĕнче пулăшса пыраççĕ. Çурт-йĕр ыйтăвĕсем те асăрхаврах: аварийлĕ фондран куçарассинчен пуçласа ипотека субсидийĕсемпе тивĕçтересси таранах. Льготăсем илес, ачасене вĕренÿ учрежденийĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес енĕпе сĕнÿ-канаш та илме май пур. Хальхи вăхăтра СВО иртекен территорисенче службăра тăракан салтаксен çемйисем те тимлĕхрех - вĕсем йывăрлăхсемпе пĕччен юлни пулмалла мар тесе тĕллев лартнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика