Проекта хутшăнăр - сывлăхшăн тăрăшăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2025, 15:39 Просмотров: 13

Чăваш ен Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проектне пурнăçа кĕртессипе Вăрнар округĕнче малалла тăрăшаççĕ.

Тĕп больницăн мобильлĕ бригадисем Калининăра та, Шĕнер Ишекре те тухăçлă ĕçленĕ. Сывлăх пунктĕнче тухтăрсемпе медсестрасем чылай çынна тĕрĕсленĕ.

Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта хутшăннисем тĕрлĕ анализсем панă, кĕлетке йывăрăшне, артери юн пусăмне виçтернĕ. Куç вичкĕнлĕхне те тĕрĕсленĕ.

Пациентсене ăста квалификациллĕ тухтăрсем йышăннă.

- «Сывлăх патне утăм» проект шайĕнче мобильлĕ «сывлăх пункчĕсем» йĕркеленĕшĕн республика Пуçлăхне Олег Николаева, Сывлăх сыхлавĕн министерствине чун-чĕререн тав тăватăп! Тĕрлĕ анализсене патăм, сывлăха тĕрĕслеттертĕм. Врачсемпе медсестрасем пациентсемпе ăшшăн калаçрĕç, кашни ыйтăва туллин хуравларĕç, - терĕ Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакан Надежда Михайлова. - Ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тавтапуç сире, шур халатлă ĕçченсем!

«Сывлăх патне утăм» проекта хутшăнакансем медицина пулăшăвне çывăхрах илеççĕ.

Мобильлĕ бригадăсем тĕрĕсленĕ хыççăн хăшпĕр çынсене тата тĕплĕнрех тĕпчев витĕр тухма сĕнеççĕ.

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçлама май парать.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика