Çĕнĕ программа вăя кĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 08:43 Просмотров: 83

2026 çултан физкультурăпа спорт сферинчи специалистсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме палăртнă. Республикăра «Земство тренерĕ» программа ĕçлеме пуçлĕ. Унпа килĕшÿллĕн, 50 пин çынран сахалрах пурăнакан вырăнсене ĕçлеме кăмăл тăвакан специалистсене пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтерĕç. Ун виçи 1 млн тенкĕпе танлашĕ.

Программа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçланă май вăя кĕрĕ. Унта хутшăнма ансат: специалистăн аслă е вăтам пĕлÿ пулмалла, договорпа физкультура тата спорт учрежденисенче 5 çултан кая мар ĕçлемелле.

Хальхи вăхăтра Чăваш ен спорт министерстви вакансисен переченьне тата тÿлевпе тивĕçтермелли йĕркене хатĕрлет. Çĕнĕ пуçару çамрăк специалистсене яллă вырăнсене таврăнма тата кунта спорта аталантарма пулăшасса шанаççĕ республикăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика