Вăрнар тăрăхне çутатакан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Малтанах ячĕ «Социализм çулĕпе» пулнă. Кăçал 95 çулхи юбилее паллă тума хатĕрленет тăван хаçатăмăр. Пичет кăларăмĕн хăйĕн типографийĕ пур. Унта çĕнĕ номерсем «пиçсе тухаççĕ».
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче корректорта Михаил
Ефремович Ефремов та ĕçленĕ. Вăл Туçи Çармăсра пурăнать. Нумаях пулмасть Михаил Ефремов хаçат редакцийĕн хăни пулчĕ. Аслă ĕçтеше коллектив хапăлласах кĕтсе илчĕ. Ара вăл та хăйĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе хаçатăн историйĕнче çырăнса юлнă. Михаил Ефремов «Çĕнтерÿ çулĕ» малтан та, халĕ те вулакансен кăмăлне тивĕçтернине, пулăмсене туллин çутатнине палăртрĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Октябрь 2025 |