Тавралăх тасалăхĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.09.2025, 11:38 Просмотров: 73

Патăрьел округĕнче çÿп-çап сортламалли çĕнĕ комплекс ?МСК% тума тытăннă. Халĕ территорие хатĕрлеççĕ.

Çÿп-çап сортламалли комплекс çĕкленмелли вырăнта ÿсентăран сийне кăлараççĕ, тăпрана тикĕслеççĕ тата коммуникацисене хываççĕ. Çак тапхăр вĕçленнĕ хыççăн çурта хăпартма тытăнĕç. Пĕтĕм комплекс 2,5 гектар лаптăк çинче вырнаçĕ. Строительство ĕçĕсем 2026 çул вĕçĕччен пырĕç.

Чăваш ен Çутçанталăк министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш округĕнче те çакăн йышши комплекс тума хатĕрленеççĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш енре çÿп-çапа сортламалли комплекссене «Хупă цикл экономики» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнче республикăна Раççей правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Патрушев тата çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Козлов килсе кайнă. Вĕсене Канаш округĕнчи çÿп-çапа сортламалли çĕнĕ комплекспа паллаштарнă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика