Тăван çĕршыв тăнăçлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн кăтартнă паттăрлăх мĕн авалтан хисеплĕ шутланнă. Хăйсене шеллемесĕр çапăçу хирĕнче патшалăх интересĕсене, тăван халăха хÿтĕлекенсем - чăн-чăн патриотлăх, çынлăх, чыслăх тĕслĕхĕсем. Вĕсене астуни, хисепре тытни - пирĕн таса тивĕç, вĕсене мирлĕ пурнăçшăн тав туни.
Юнкун округри астăвăмпа чыслав мероприятийĕ вăхăтĕнче те, акă, çак шухăша кашниех яр уççăн çирĕплетрĕ, паттăрсем нихăçан манăçми мухтава тивĕçнине палăртрĕ. Çак кун ЗАГС пайĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă ентеш-салтаксене аса илсе вĕсен патшалăх наградисене çывăх çыннисене парассипе хумхануллă церемони иртрĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2025 |