Паян чи ырă уявсенчен пĕри - Шкул çулĕчченхи вĕрентĕвĕн ĕçченĕсен кунĕ. Çак кун эпир ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштаракан пĕрремĕш педагогсене, вĕсене пулăшакан ытти специалистсене саламлатпăр, тав сăмахĕ калатпăр
Округри ача сачĕсенче тимлекен воспитательсенчен нумайăшĕ пысăк опытлă, шăпăрлансене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пĕр улшăнмасăр нумай çул тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Рябинка» ача садĕнче тимлекен Людмила Васильевна Грибова та. 19 çул ытла вăл ача-пăчан асамлă тĕнчинче тăрăшать.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Октябрь 2025 |